12 мая 2012 г.
Кашниех çăмăллăх шыраса пырать сыватмăша. Çак çăмăллăха тупсан вăл вара тав сăмахĕ каласа çитереймест. Шурă халатлă çынсем пурте тав сăмахĕ илтме тивĕçлĕ.
Çак хисепе хăйсен ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ăшă та çемçе калаçăвĕпе, йăл кулăллă сăн-сăпачĕпе, хăйсен ĕçне чунтан юратса тунипе тивĕçнĕ район больницин поликлиникинче процедура кабинетĕнче ĕçлекен Любовь Геннадьевнăпа Елена Тимофеевна.
- Укол тунине туймарăм та, ыраттармалла мар темле асамлă хăват пур пулĕ вĕсенче, - теççĕ кабинетран укол тутарса е анализ валли юн парса тухакансем. Ку сăмахсене ытларах чухне аслăрах çулсенчи çынсенчен илтме пулать. Пурнăç тути-масине çителĕклех ас тивсе курнăскерсен танлаштармалли пурах ĕнтĕ.
Л.Ефремова Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, Вăрмарти 2-мĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине çул тытнă. Медицина ĕçне суйласа илессипе амăшĕн витĕмĕ те палăрнă-тăр. Амăшĕ, Нина Егоровна, 36 çул хушши район больницинче медстатистикра ĕçленĕ. 1988-мĕш çулта Любовь Геннадьевна, дипломлă акушер, район больницинче ĕçлеме пуçлать. Шурă халатлă хĕр сарă хĕвелпе атте-анне ăшшине курма талпăнакан шăпăрлансене çут тĕнчене килме пулăшать, унтан инфекци, дизотерапи уйрăмĕсенче ĕçлет. Виçĕ çултанпа процедура кабинетĕнче чирлисен сывлăхĕшĕн тăрăшать.
«Юлташу камне кала, вара эсĕ мĕнле çын пулнине калăп» каларăш Любовь Геннадьевнăпа Елена Тимофеевна çине пăхсан чăна килет. Икĕ пĕр пек ăшă кăмăллă, пĕр пек çепĕç, пĕр пек хастар çынсене ĕçлеме те çăмăл-тăр.
Елена Тимофеевна Иванова 1970-мĕш çулта Арапуç ялĕнче çуралнă. 1985 çулта ялти шкулта 8-мĕш класран вĕренсе тухсан Киров облаçĕнчи Санчурск хулин медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Медицина ĕçченĕ пулнине çирĕплетекен диплома алла илсен пĕр вăхăт Кироври область больницинче ĕçленĕ. Тăван тавралăх, ял-йыш, çывăх çынсем, юлташсем асран кайман, çамрăк хĕр çуралнă тăрăха каялла таврăннă, район больницинче ĕçлеме пуçланă. Пур ĕçе те тивĕçлĕ шайра, тĕплĕ тума юратакан Елена Тимофеевна хальхи вăхăтра процедура кабинетĕнче ĕçлет.
Любовь Геннадьевнăпа Елена Тимофеевна мĕнле ĕçленине курсан вĕсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл тесе калас килмест: процедура кабинечĕ умĕнче яланах тулли çын. Пĕр вăхăтрах анализ валли юн илме те, укол тума та ĕлкĕрмелле вĕсен. Ĕçри опыт пысăк пулни сехет çурă хушшинче анализ валли венăран 60-70 çынăнне юн илме май парать. Венăран юн илесси, укол тăвасси Любовь Геннадьевнăпа Елена Тимофеевнăшăн хулăран шăтарнă пек кăна: хăш вăхăтра венăна тытнине туймастăн та. Укола çÿрекенсен те шучĕ йышлă. 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен ĕçлет процедура кабинечĕ. Поселок çыннисем кăна мар, районти ялсенчен те çитеççĕ кунта, ахальтен-и кунсерен 40-50 çынна укол тума ĕлкĕреççĕ вĕсем.
Çапла кунсерен ĕç вăхăчĕ пĕтиччен ларса канмасăр, яланах ура çинче, лăш курмасăр ĕçлеççĕ, ăшă кăмăлĕпе сиплеççĕ хăйсен ĕçне чунтан парăннă медицина сестрисем - Любовь Геннадьевнăпа Елена Тимофеевна.