АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман нихăçан та пушă ямасть

12 мая 2012 г.

Вăрман пирĕн историре ĕмĕрĕпех пысăк вырăн йышăнать. Çынна вăл хуçалăха ертсе пыма пур енчен те тивĕçтерсе пынă: хутса ăшăтмалли вутпа, çăпата, савăт-сапа, мунчала тумалли япалапа. Халăх хуçалăхне мамăк тирлĕ чĕрчунсемпе, пыл хурчĕсемпе тивĕçтернĕ. Вăрман çывăхĕнче пурăнакан выçă вилмен тенĕ.

Çĕршер çул иртсе кайнă ĕнтĕ. Этемлĕх вара хăйне тăрантса ÿстернĕ, хăй хÿттине илнĕ ырă «юлташа» шутран кăларнă, хаклама пăрахнă. Йывăç лартасси мĕн ĕлĕкренпех чи сăваплă ĕçсенчен пĕри шутланать. Çĕр çинче пурăнакан паянхи ăрăвăн пирĕн мăн асаттесен ырă йăли-йĕркине пăрахăçлас марччĕ, çĕр чăмăрне симĕслетессишĕн тăрăшасчĕ. Вăрмансенче кайăксен хитре сасси янăратăр.

Çак ырă йăласене тĕпе хурса ĕçлет те Чăваш Республикин Канаш лесничестви. Çулсеренех эпир 15 гектар çĕр çинче юман, çăка, чăрăш, хыр лартатпăр, питомниксенче тĕрлĕ йывăçсен 500 пин ытла вăррисене акса çитĕнтеретпĕр. Йывăç хунавĕсем пирĕн 5 çуллăха та çитеççĕ. Лесничествăра ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ вăрмансене саккунсăр касассинчен, пушарсенчен, тăшмансенчен, чирсенчен сыхласси. Пирĕн Канаш лесничестви 4 районпа ĕçлет, пурĕ 195 ял, çавăнпа та çакăнти вăрмансене саккунсăр майпа касассинчен, пушарсенчен сыхласа ĕлкĕрме çăмăлах мар.

Паянхи куна лесничествăра 2012 çулхи пушар тухассинчен сыхланассипе ĕç пырать. Вăрмансенче тухакан пушарсене сÿнтермелли ятарлă плана хатĕрленĕ. Лесничествăн кашни участокĕнчех ирĕклĕ пушар дружинисем йĕркеленĕ, вут-çулăма сÿнтернĕ çĕре тухса çÿреме 2 мотопомпа, УАЗ автомашина, пушарпа кĕрешмелли хатĕрсем (кĕреçесем, кĕреплесем, пуртăсем, çурăм çинче çакса çÿремелли пушар сÿнтермелли хатĕрсем пур).

Ятарлă пушар сÿнтермелли программа тăрăх кашни ĕçченпе вĕрентÿ ирттереççĕ. Вĕрентÿ хыççăн вара лесничество участокĕсенче пушар сÿнтермелли практика занятийĕсем иртеççĕ. Çулсеренех май уйăхĕн пуçламăшĕнче эпир пушар чаçĕн командипе пĕрле чрезвычайлă лару-тăру тата патшалăх оборонин вырăнти штабĕ ертсе пынипе вăрмансенчи пушарсене сÿнтерессипе вĕрентÿ ирттеретпĕр. Çакăн евĕр вĕрентÿсем пире вут-çулăм сиксе тухас пулсан хатĕр пулма тата çитменлĕхсене пĕтерме пулăшаççĕ.

Вăрман пушарĕсем ытларах чухне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ тата ял тăрăхĕсен çĕрĕсем çинчи типĕ курăка çунтарнипе, типĕ, çиллĕ çанталăкра сÿнтерсе пĕтермен кăвайтсенчен тухаççĕ. Кăвайт йĕри-тавра çур метр сарлакăш лаптăка çунма пултаракан япаласенчен тасатмалла. Унăн çывăхĕнче шыв тата сарăлса каякан çулăма сирсе яма туратсем пулмалла. Типĕ курăклă вырăнта, лăсăллă вăрмансенче вут-çулăм чĕртсе ямалла мар.

Граждансем, вăрман парнисемпе пĕлсе, тĕрĕс усă курăр, ăна ытларах тимлĕх уйăрăр, хăвăра паракан пархатарлăха ырăпа тавăрăр. Вăрманта каннине мĕн çиттĕр, кунта илемлĕ, тыткăна илекен тĕнче, тĕрлĕ чĕрчунсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика