АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнет ял хĕрринче ката

12 мая 2012 г.

Сăмах ку хутĕнче Мăнçырма ял тăрăхĕнче вырнаçнă пĕр урам тата унăн çыннисем пирки пырĕ.

Урам Вăрмар поселокĕнчен Тикаш ялĕ еннелле иртсе каякан автомобиль çулĕ хĕрринчен пуçласа хĕвел тухăçнелле ял хĕрринчи çырмара вырнаçнă пĕве таранах тăсăлать. Ку урам пуçланнă вырăнта 120 çул каяллах Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвне туса лартнă (1882 ç.) кун пирки хаçатра çырса кăтартнăччĕ кĕскен.

Халĕ кăштах урам пуçланнă вăхăт пирки тата унта пурăнакан çынсем çут çанталăка илемлетес енĕпе йывăçсем лартса ÿстерессипе ĕçлени пирки пырĕ.

Урамăн тĕп пайĕ Октябрьти революци хыççăн çĕнелсе тăсăлнине пулах урама Октябрьски ят панă. Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн çурри вăхăтĕнче çуралнисем, лайăх ас тăватпăр. 20-мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче ку урам çуррине яхăн çеç пулнă. Ун хыççăн унта пурăнакан çамрăксем çемьесем çавăрса кил-çуртсем лартса хăйсен хуçалăхĕсене çавăрчĕç. Халĕ урамра 30 яхăн хуçалăх шутланать. Çак урамра пурăнакан çынсем тахçантанпах йывăçсем лартма юрататчĕç, вĕсем ÿссе çитĕннĕччĕ ĕнтĕ. Анчах пурнăç самани улшăнса пынă, урамри йывăçсен шăпи те улшăнчĕ. 1960-мĕш çулсенчен пуçласа ялсене электрификацилеме пуçларĕç, урам тăршшĕпе юпасем лартса электричество пралукĕсем карса тухрĕç. Хальхи ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче яла та, пирĕн урама та çут çанталăк газĕпе тивĕçтерме газ пăрăхĕсем хыврĕç. Çитес вăхăтра урама водопровод тăсма проектлаççĕ. Урамри йывăçсен шăпине улăштарма тиврĕ. Ара, вăйлă çил-тăвăлсем вăхăтĕнче вара йывăçсем тÿнсе кайса çак сооруженисене инкек кÿни пĕрре кăна пулман. Урамри йывăçсене касса тирпейлесе вĕсен тураттисемпе хунавĕсене урăх çĕре, ял хĕрринчи Çĕнĕ Шулхан ялĕ патĕнчен пуçлакан çырмари вырăнсене куçарса лартма пуçларĕç. Ку ĕçе пуçарса яраканĕсем - А.Васильев, Н.Иванов - ачаран çĕр ĕçне юратса ÿснĕ. Çамрăклах вĕсем йывăçсем нумай лартса ÿстерме пуçăннă. Ял хĕрринчи çырма пирки. Иртнĕ çулсенче кунта Мăнçырмара пурăнакансен халăх кĕтĕвĕ иртсе çÿретчĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсен çĕр лаптăксем, çак урамра пурăнакансен, çырма хĕррине çитиех тăсăлаççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче çырман икĕ енĕпе вырнаçнă çĕрсене халăха арендăна валеçсе пачĕç. Халĕ унта кĕтÿ çÿретме май килмест, уйрăм çынсем кăна кунта хăйсен çамрăк выльăхĕсене тухса кăкараççĕ.

Халĕ вара çырмапа унăн хĕррисем йывăçсем лартса ÿстермелли меллĕ вырăн пулса тăчĕ. Пысăках мар çырма урлă каçса çÿреме лавсемпе техника хатĕрĕсем валли пĕчĕк каçăсем турĕç. Кÿршĕре пурăнакансем вĕсем тавра йывăçсем лартса тухрĕç. Йывăçсем лартса ÿстерес ĕç малалла ăнăçлă пырать. Иртнĕ çулхи çуркунне-кĕркунне те кунта вуншар-вуншар йывăç тĕмĕсем лартса хăварчĕç. Мĕн тĕрлĕ йывăç кăна ÿсмест-ши кунта: тирексем, хурăнсем, вĕренесем, çăкасем, пилешсемпе палансем, хыр-чăрăшсем, çырма варрипе йăмрасем. Юлашки вăхăтра А.Васильевпа Н.Иванов йĕкелсенчен юман хунавĕсем те çитĕнтерме тытăнчĕç.

Еплерех илемлĕ курăнса ларать çывăхран та, инçерен те ката. Унта пырса кĕрсен çуллахи вăхăтра кайăксен сассисене итлесе киленетĕн. Вăхăчĕпе кунта çынсем кăмпасем те пуçтараççĕ. Çулла та, хĕлле те илемлĕ кунта, çулла, çуркунне ем-ешĕл ешерет вăл, пилешсем, çĕмĕртсем, палансем чечеке ларсан пушшех. Хĕлле вара вăхăт-вăхăтпа йывăçсене пас тытсан, паллă сăвăç каларĕшле «Пас айĕнчи туратсем темле мăннăн курăнаççĕ». Çапла хуть те хăш вăхăтра та илемĕпе илĕртет ката.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика