АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиçнĕ çĕр тухăç ытларах парĕ

12 мая 2012 г.

Районти хуçалăхсенче ака-суха вăхăтĕнче çивĕч ыйтусене вăхăтра тата вырăнта татса парас тĕллевпе район шайĕнче ĕçлĕ ушкăн туса хунă. Райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн ятарласа çур аки вăхăтĕнче кашни хуçалăха çитме тăрăшать, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашать, тĕрлĕ сĕнÿ-канашсемпе пулăшма ăнтăлать. Ĕçлĕ ушкăнăн черетлĕ рейчĕсем иртнĕ кунсенче Аслă Чак, Пинер, Пысăк Енккасси, Шăхаль, Энтрияль, Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче вырнаçнă хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче иртрĕç.

«Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ районта чи нумай тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерекен хуçалăх. Кашни çулах кунта тухăçлă тыр-пул туса илеççĕ. Хуçалăхра хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕççи пырать. Т-150 маркăллă тракторсемпе уйра сÿрелеççĕ. Кăçал планпа палăртнă тăрăх «Шигали» хуçалăхăн тулă - 300, урпа - 350, ыраш - 60, хуратул 40 гектар çинче акса хăвармалла. Акакан çĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 750 гектарпа танлашать. Çавăн пекех 400 гектар çинче кĕрхи культурăсене, нумай çул ÿсекен курăксене 500 гектар çинче сÿремелле, апатлантармалла, 940 гектар çинче культиваци тумалла. Райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Н.Николаев тĕп агроном «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн уйĕсенче пулнă май çакна палăртрĕç: икĕ уйĕнче кĕрхи культурăсем пĕтнĕ, çавна май вĕсене çĕнерен акмаллине каларĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ Анатолий Витальевич Ульянов кăçалхи çул çĕр часах пиçменнине, çавна май çурхи ака ĕçĕсене иртерех пуçлама май килменнине палăртрĕ. «Пиçнĕ çĕр çинче ĕçлеме те лайăх, тухăçне те вăл ытларах парĕ», - терĕ А.Ульянов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Ĕçлĕ çул çÿрев малалла «Михайлов А.В.» хресчен (фермер) хуçалăхне пулчĕ. Кунти хуçалăхăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 100 гектар шутланать. Вĕсенчен 30 гектар çинче «Маргарита» сортлă тулă акаççĕ.

«Арманова Е.В.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи уйĕсенче те техника пур хăватпа ĕçлет. Ку хуçалăхăн планпа акмалли çĕр лаптăкĕ 700 гектар йышăнать пулсан, вĕсем 300 гектар çинче çак ĕçсене пурнăçланă.

Эпир пынă вăхăтра «Сергеев В.М.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшса вăй хуракансем 2 гектар çинче çĕр улми лартатчĕç. Ĕç кал-кал та пĕр тикĕссĕн пулса пычĕ вĕсен. Кĕске вăхăтра, агротехникăлла требованисене шута илсе кунта 5-6 рабочи çĕр улмине лартса та пĕтерчĕç. Асăннă хуçалăхра кăçал акмалли çĕр лаптăкĕ 133 гектар йышăнать. Вĕсенчен урпа - 40, тулă - 60, пăрçа 20 гектар акма палăртнă.

«Архипов Н.И.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ кăçал 200 гектар çĕр илнĕ. Вĕсенчен 120 гектарне çĕр улми лартас тĕллевлĕ вăл. Çавна май вăл çак лаптăкра суха ĕçĕсем пурнăçланă. Çитес вăхăтра кунта тухăç паракан сортлă çĕр улми лартассипе ĕçлĕ.

Районти кашни хуçалăхрах ĕç шавĕ вăйланса пырать. Кăçалхи майăн 10-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 4107 гектар тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акнă. Çакă вăл планпа пăхнинчен 40 процентпа танлашать. Унсăр пуçне 139 гектар çинче çĕр улми лартнă (10 процент). 10 гектар çинче хăмлан тĕп тымарĕсене каснă, 4 гектар çинче çип çакса хăварнă.

«Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕ районта чи вăйлă аталаннă, пысăк хуçалăхсенчен пĕри.

Майăн 10-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 604 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акнă, çĕр улмие вара 54 гектар çинче лартнă. Ирхине ирех уйра тĕрлĕ çĕрте пурĕ 9 трактор ĕçлет. Пĕр тракторĕ суха тăвать, тепри ир пулакан «Жуковский» çĕр улми лартать, виççĕмĕшĕ тырă акать....

Пур çĕрте те ĕç вĕресе тăрать. Çапах та Геннадий Николаевичăн хуçалăхĕ ытларах çĕр улми лартассипе ĕçлеме тăрăшать. Тухăçлă çитĕнекен культура тупăшне те кÿрет, хуçалăха аталанма майсем туса парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика