12 мая 2012 г.
Апрель уйăхĕн юлашки кунĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулнă.
Вăл райадминистрацин пуçлăхĕпе К.Никитинпа районта ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынипе паллашнă. Çав тĕллевпе вĕсем «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулнă, кунта ĕçсем ăнăçлă пулса пынине палăртнă. «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕнче те ĕçсем аван пыраççĕ. Çĕнĕ техника илни те ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пыма техникине çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн «Россагролизинг» урлă нумаях пулмасть МТЗ-1221.2 урапаллă трактор илнĕ. Пуçламăш взнос хывнă хыççăн унăн хакне 7 çул хушшинче тÿлесе татмалла.
«АгроЧаки» тулли мар яваплă обществăра пулнă май министр кĕрхи культурăсем хĕл мĕнле каçнипе кăсăкланнă. Вĕсем вара ку хуçалăхра 800 гектар йышăнаççĕ.
Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май С.Павлов министр пур шайри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме сĕннĕ.