АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар, яланах пул эс вăр-вар!

12 мая 2012 г.

Историллĕ лару

1947 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа ĕççынни депутачĕсен Вăрмар поселок Совет ĕçтăвкомĕн ларăвне ирттернĕ. Ларура çак ыйтусене пăхса тухнă:

1. Ĕççынни депутачĕсен Вăрмар поселок Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ тата секретарĕ çинчен.

2. Ĕççынни депутачĕсен Вăрмар поселок Совет ĕçтăвкомĕн составĕ çинчен.

Ларура çапла йышăннă: «РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕн «Чăваш АССРĕнчи Вăрмар районĕнчи пурăнакан Вăрмар пунктне рабочи поселоксен шутне кĕртме йышăнасси çинчен» 1947 çулхи майăн 12-мĕшĕнче кăларнă указĕпе тата ĕççынни депутачĕсен Вăрмар поселок Совет ĕçтăвкомĕн 1947 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ĕççынни депутачĕсен Вăрмар поселок Совет ĕçтăвкомĕн председателĕн ĕçĕсене туса пыма Виталий Федорович Захарова, секретарĕн ĕçĕсене пурнăçлама Ольга Ивановна Никифоровăна хушас».

Цифрăсемпе фактсем

Вăрмар станцийĕ 1947 çулта рабочи поселок шайĕ таран çĕкленни çинчен эпир хаçат урлă пĕлтернĕччĕ. Апрелĕн 3-мĕшĕнче ЧАССР Аслă Канашĕ Вăрмар район центрне рабочи поселокĕ статусне пама йышăннă. Майăн 12-мĕшĕнче РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ поселок статусне çирĕплетнĕ. Кăçал унтанпа 65 çул çитрĕ. Çак çула çитнĕ çынсем пенсире, Вăрмар поселокĕ вара малаллах аталанса, чечекленсе пырать.

Юлашки çулсенче çĕнĕ чукун çул вокзалĕ, тавра пĕлÿ музейĕ, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ, суту-илÿ центрĕсем тата ытти пĕлтерĕшлĕ объектсем ÿссе ларчĕç, çĕнĕ предприятисем уçăлчĕç. 6 пин ытла çын пурăнакан поселокăн малашлăхĕ пурах, эпир çакна шанатпăр, ĕненетпĕр, мĕншĕн тесен çыннисем хастар та пултаруллă.

Халăх депутачĕсен Вăрмар поселок Канашĕн ĕçтăвком, администраципе хула тăрăхĕн пуçлăхĕсем

В.Захаров, О.Никифорова, Ф.Иванов, А.Исаева, А.Гурьев, В.Бурмистров, М.Чернов, В.Андреева, Е.Кангина, В.Мулинков, В.Тимофеев, А.Смирнов, А.Григорьева, Г.Демьянов. 1991 çултан пуçласа должнăçсен ячĕсем улшăнма пуçланă. Г.Егоров поселок администрацийĕн пуçлăхĕ пулса тăнă, А.Васильев - хула тăрăхĕн пуçлăхĕ. Ун хыççăн В.Иванов ĕçленĕ. Малалла та çĕнĕлĕхсем пулнă. Халĕ хула тăрăхĕн пуçлăхĕ тата хула администрацийĕн пуçлăхĕсем пур. Хăй вăхăтĕнче Л.Васильева пуçласа хула тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. Паянхи кун тĕлне С.Харитонов çак ĕçе пурнăçлать. Çак структурăра 65 çул хушшинче пурĕ 19 ертÿçĕ ĕçленĕ. Пурте вĕсем поселока малалла аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика