АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем иртеççĕ - паттăрсем манăçмаççĕ

12 мая 2012 г.

Май уйăхĕнчи чи паллă кун - Çĕнтерÿ уявĕ. Пирĕн республикăра ăна яланхи пекех анлăн палăртнă. Районсемпе хуласенче митингсем, астăвăм акцийĕсем, концертсем, куравсемпе презентацисем иртнĕ.

Шупашкар. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисен тата тыл ветеранĕсен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă паян пурăнакан тата килес ăрусемшĕн Тăван çĕршыва чунтан юратни кирек мĕнле тăшмана та çĕнтерме пулăшнине кăтартса паракан чĕрĕ тĕслĕх. Вун-вун çул иртсен те хамăрăн аслă историпе мăнаçланасчĕ, паттăрсен ячĕсене чĕрере упрасчĕ.

Кăçал фашизма çапса аркатнăранпа 67 çул çитрĕ. Шупашкарта çак ятпа ирттернĕ митингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансемшĕн тăрăшасси çине уйрăмах тимлĕ пăхма, çĕршывăмăрăн тăнăçлă пуласлăхне шанчăклă упрама чĕнсе каланă.

Митинг хыççăн Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерÿ парачĕ пулнă, унта Шупашкарти гарнизонăн пĕрлештернĕ полкĕпе çар техники хутшăннă.

Вăрмар поселокĕ. Майăн 9-мĕшĕнче поселокра Аслă Çĕнтерÿ 67 çула çитнĕ ятпа савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Район çыннисем те йышлăн хутшăнчĕç уява.

Ирхине ирех Вăрмар вăрçă çулĕсенчи кĕвĕсемпе янăрарĕ.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинга Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов уçрĕ, саламлă сăмахсемпе чи малтанах район пуçлăхĕ - Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков - тухса калаçрĕ. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен тăлăх арăмĕсене, вăрçă ачисене, Афган тата Чечен республикисенчи çапăçусене хутшăннă салтаксене Çĕнтерÿ ячĕпе саламларĕ.

«Вăрмар районĕнчен фронта пурĕ 6890 çын кайнă, вĕсенчен 2759-шĕ каялла таврăннă.

Нумайăшĕ орденсемпе медальсене паттăрлăхшăн тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ П.Порфирьев тата çĕршер-çĕршер ентешĕмĕрсем. Çĕнтерÿ кунĕ пирĕншĕн пуриншĕн те чăннипех те чи пысăк та çутă уяв. Çак кун эпир вăрçă хирĕсенче пуçне хунă салтаксене, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăрсене хисеплесе асăнатпăр. Çак çутă та пысăк уяв темиçе ăрăва çыхăнтарса тăрать, эпир, паянхи кун çыннисем, мирлĕ пурнăç парнеленĕ вăрçă паттăрĕсем умĕнче пуç таятпăр, çав йывăр çулсене чыслатпăр», - терĕ Михаил Анатольевич. Ун хыççăн хăйĕн саламлă сăмахĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин каларĕ. «Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, ветеранĕсем пире тулли пурнăçпа пурăнма, ĕçлеме май туса панă. Çавăнпа та хаяр вăрçăра паттăррăн вилнĕ салтаксене асăнса пуçсене таятпăр. Хисеплĕ ватăсемпе çамрăксем, ачасем, пирĕн пурин те хамăрăн историе пĕлсех тăрасчĕ, хакласчĕ», - пĕлтерчĕ Константин Владимирович. Çавăн пекех хăйсен саламлă сăмахĕсемпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Ф.Ларионов, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен П.Иванов та паллаштарчĕç. Митинга пухăннисем пурте вăрçăран таврăнайман салтаксене шăплăх минучĕпе асăнчĕç. Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе пăшалтан персе салют пачĕç. Районти предприятисемпе организацисен коллективĕсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем, чечек çыххисем хучĕç. Митинг хыççăн вара тĕп площадьре çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ, шкул ачисем чăн-чăн салтаксем евĕр утса хутшăнчĕç парада. Чи лайăх отрядсем райадминистрацин Хисеп хучĕсемпе «АККонд» АУОн парнисене тивĕçрĕç. Афганистан çĕрĕ çинчи çапăçусене хутшăннă О.Ильина, В.Бондарева, О.Кузьмина, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен В.Антонова медальсемпе наградăларĕç. Художествăлла пултарулăх коллективĕсем уява пуçтарăннă халăха концертпа савăнтарчĕç. Çавăн пекех каçхине те тĕп площадьре концерт иртрĕ тата уяв салючĕ пулчĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

КАВАЛ. Майăн 8-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунне Кавал ял тăрăхĕнче хаклă хăнасем - район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Чăрăшçырма ялĕнчи вăрçă ветеранне Г.Анисимова саламлама килсе çитрĕç. Вăрçă ветеранне Кавалти вăтам шкулта вĕренекен ачасем, ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева ăшшăн саламларĕç. В.Табаков «Ветеран, сывă пул ялан» юррипе савăнтарчĕ.

Геннадий Ильич çавра сĕтел хушшинче вăрçă çулĕсене аса илнисĕр пуçне, салтак юррисене аса илсе юрланипе те кăмăллă пулчĕ.

Ветеранпа килĕнче тĕл пулнă самант шкул ачисен асăнче те яланлăхах юлĕ. Геннадий Ильич сывлăхĕ хавшанине пула тухса çÿреймен пирки килне пырса хисеп туса саламланипе питĕ кăмăллă пулчĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче Кавалти асăну палăкĕ умĕнче халăх йышлăн пухăнчĕ. Палăртнă вăхăтра митинга ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева уçрĕ. Аслă Çĕнтерÿ 67 çул тултарнă ятпа саламларĕ. Ветерансемпе салтаксен тăлăх арăмĕсен йышĕ çулран-çул сахалланса пынипе пăшăрханнине палăртрĕ. Паянхи куна илес пулсан, Кавал тăрăхĕнче 5 ял, кашни ялтах 1 ветеран пурăнать. Кавалта В.Иванов, Пăвакассинче - Н.Лукин, Çиçтĕпере - Н.Михайлов, Чăрăшçырмара Г.Анисимов, Кивĕ Вĕренерте - В.Захаров пурăнаççĕ. Уява Шупашкартан Г.Моклаков Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ ветеран килсе çитни те пурне те савăнтарчĕ. Шкул коллективĕ илемлĕ юрăсемпе, хитре сăвăсемпе пухăннă халăха савăнтарчĕ.

Уяв çавра сĕтел хушшинче салтак пăттине ас тивсе çинипе вĕçленчĕ. Район администрацийĕн представителĕ Н.Борисова, шкул директорĕ А.Викторов уяв ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕç.

КИВĔ ВĂРМАР. Аслă Çĕнтерÿ уявне Вăрмар поселокĕнче ирттернĕрен Киввăрмарсем Çĕнтерÿçĕ-салтаксене хисеплесе лартнă палăк умĕнче майăн 8-мĕшĕнче митинг ирттерчĕç. Унта шкул ачисем, ял-йыш хутшăнчĕ. Уявра чи хисеплисем, паллах, вăрçă ветеранĕсем - вĕсем вара виççĕн кăна юлнă - М.Николаев, Н.Иванов, Г.Иванов пулчĕç. Çавăн пекех куççуль витĕр тухакан уява Л.Эверсков вăрçă участникĕн мăшăрĕ Юлия Алексеевна хутшăнчĕ.

Вĕсене тата палăк умне пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ И.Дмитриева, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕ Н.Петров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Петров, вăтам шкул директорĕ С.Антонов саламларĕç. Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхне, ирĕклĕхне упраса хăварассишĕн пуçĕсене хунă, халĕ пурăнакан ветерансене ăшă сăмахсемпе сума сурĕç.

Ун хыççăн шкул ачисемпе ветерансем палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Ачасем пирĕн пуласлăх, çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем. Вĕсем уява илем кĕртни пĕрре те ахаль мар.

В.ТОЛМАТОВ.

ЧУЛКАС. Майăн 8-мĕшĕнче 9 сехетре Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ветерансене асăнса лартнă палăк умĕнче Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе уяв митингĕ иртрĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев уçрĕ. Вăл фашистла Германи пирĕн тăван çĕршыва тапăнса кĕнĕ хыççăн пĕтĕм пурнăç улшăннине, çав вăхăтрах çынсем пĕрле чăмăртанса эпир чăн-чăн пĕрлĕхлĕ наци пулса тăшмана парăнтарма пултарни çинчен каларĕ.

Çавăн пекех пухăннисене райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ, организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов саламларĕ. «Çулсем иртеççĕ, анчах вăрçă вăхăтĕнче тунă çынсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ», - терĕ вăл. Ялти шкул директорĕ Г.Иванова ачасене вăрçа хутшăннă, тылра ĕçленĕ аслашшĕ-асламăшĕсен чысне çÿллĕ шайра тытса тăма чĕнсе каларĕ.

Тикаш. Ял тăрăхĕнче те фашистла Германие парăнтарнăранпа 67 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче савăнăçлă митинга Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов уçрĕ, Тикаш ял халăхне Çĕнтерÿ кунĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Нарсов саламларĕ, Хĕрлĕçырта вара саламлă сăмахсемпе ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Г.Прокопьева тухса калаçрĕ. Çавăн пекех Тикашри шкул директорĕ Н.Иванов çĕршывăн, районăн, ялăн вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхĕсем çинчен каласа пачĕ, пурне те мирлĕ пурнăç сунчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика