АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă хĕрсем конкурсра çĕнтерчĕç

04 мая 2012 г.

Чăваш чĕлхи уйăхлăхĕпе эрнелĕхĕ, ытти çулсенчи пекех, республика шайĕнче иртекен «Букварьтен - илемлĕ литературăна çити» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе вĕçленчĕ. Кăçал вăл 15-мĕш хут пулса иртрĕ.

Ку конкурса кайма районти шкулсенчен иккĕн тивĕçлĕ пулнă - Анастасия Леонтьева (Мăнçырма шкулĕ) тата Алина Иванова (Тикаш шкулĕ).

- Конкурса пурĕ 190 ĕç килнĕ. Хайлавсен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисенчи Чĕмпĕр облаçĕнчи шкулĕсенче вĕренекенсем кăна мар, хула шкулĕсенче вĕренекенсем те активлă хутшăнни кăмăла çĕклет. Конкурсăн 2-мĕш турне хутшăнма 70 ĕç суйласа илнĕ. Çамрăк çыравçăсен пултарулăхĕ ÿссе, çырас ăсталăх аталанса пынине палăртма кăмăллă, - терĕ сумлă жюри председателĕ Г.Краснов писатель.

Çĕнтерÿçĕсем тĕрлĕ секцисенче (проза, поэзи, драматурги, очерк) тата ÿсĕмне кура (7-9, 10-11 классем) ĕçлерĕç. Драматургипе очерк жанрĕпе çыракансем сахалрах пулнине палăртрĕç жюри членĕсем. Драматургинче Елчĕк районĕнчи Энтепе шкулĕнче вĕренекен çĕнтерчĕ. Очеркистсем хушшинче Г.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Мăнçырма хĕрĕ Н. Петрова çĕнтерчĕ. Прозăпа çыракансем хушшинче Мăнçырма шкулĕнчи А.Леонтьева, сăвă çыракансем хушшинче Тикаш шкулĕнчи А.Иванова 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса чысларĕç. «Тантăш»хаçат редакцийĕ Хисеп грамоти парса хавхалантарчĕ. Ку чыса çĕнтерÿçĕсен вĕрентекенĕсем те тивĕçлĕ пулчĕç.

Г.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕнчи музыка класĕнче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ «Пилеш» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика