АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ сезон уçрĕç

04 мая 2012 г.

Апрель уйăхĕн вĕçĕнче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул стадионĕнче Ю.Семенов интернационалист салтака тата ял совет председателĕ пулнă А.Васильева халалласа çăмăл атлетика енĕпе черетлĕ ăмăртăвĕсем иртрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх çак тупăшусем районта çуллахи çăмăл атлетика сезонĕ уçăлни çинчен калать.

Старта тухакансем хушшинче çамрăксем йышлă пулнă май, вĕсене райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламларĕ. Чи малтанах хутăш эстафетăпа командăра 6-шар çын 400-шер метра чупса 4-5 классенче вĕренекенсем дистанцие тухрĕç. Килте хÿме те хÿтĕлет тени ку хутĕнче те тĕрĕс килсе тухрĕ - финиша Пинерсем пĕрремĕш çитрĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул маттурĕсем, виççĕмĕшĕнче - Энĕшпуçсем. «Хуркайăксем, кайри-мала» текен каларăш та пур пирĕн. Ку та чăна килчĕ - 6-7 классенче вĕренекенсем хушшинче Энĕшпуçсем Пинерсене хыçала хăварчĕ, Мăнçырмасем вара - виççĕмĕш вырăнта.

Чупайсем çăмăл атлетика енĕпе яланах палăрса тăнă, 8-9 класра вĕренекенсем хушшинче ку чăн та çапла пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Пĕрремĕш вăтам шкулпа Кĕлкешсем 2-3 вырăнсене пайларĕç.

10-11 классенче вĕренекен хĕрсем хушшинче 1000 метрлă кросра Пысăк Енккассинчи В.Петрова 1-мĕш, Энĕшпуçĕнчи К.Ерастовăпа М.Никифорова 2-3 вырăнсене тухрĕç. Çак çулсенчи каччăсенчен (вĕсем 2000 метра чупнă) 1-2 вырăнсене Мăнçырмасем - А.Архиповпа П.Васильев çĕнсе илчĕç, А.Иванов (Чупай) - 3-мĕш вырăнта.

Ăмăртусенче хĕрарăмсен те пултаруллă пулчĕç. 29 çула çитменнисем хушшинче 1-2 вырăнсене Пинерсем никама та памарĕç. А.Федоровăпа О.Михайлова малтисем хушшинче. 30-39 çулхисенчен те 1-3 вырăнта Пинерсем - Н.Николаева, Н.Захарова, С.Королькова. Арçынсем хушшинче Энĕшпуçĕнчи О.Иванова çитекенни пулмарĕ. 40-49 çулсенчи спортсменсенчен Чупайри С.Егорова пĕрремĕш, арçынсенчен Н.Павлов (Чулкас), А.Павлов (Кĕлкеш) - малти вырăнсенче. 50-59 çулсенчи хĕрарăмсенчен Л.Михайлова, арçынсенчен Ю.Михайлов (иккĕшĕ те Пинер) пĕрремĕш, М.Антипов (Куславкка хули) иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. 60-69 çулхи арçынсенчен пĕрремĕш - А.Богданов (Куславкка хули). 70 çулхисенчен аслăраххисенчен Н.Михайлова (Вăрмар поселокĕ) çитекенни пулмарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика