04 мая 2012 г.
Март-апрель уйăхĕсенче Раççейре «Шурă салтак тÿми» уйăхлăх иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – общественноçа туберкулез проблемисем çине пăхтарасси. Шурă салтак тÿми - таса сывлав символĕ.
Мĕнле чир вăл?
Туберкулез – инфекциллĕ, ерекен чир. Вăл çыннăн пур органĕсемпе системисене, 90 процент чухне ÿпкене, ярса илет.
Унпа мĕнле чирлеме пулать?
Çак чирпе туберкулезăн уçă формипе чирлекен çын чирлеттерме пултарать. Чирлĕ çын сурчăкпа пĕрле чир пуçаракан кунне 15-20 млн таран микробсене ирĕке кăларса яма пултарать. Ÿсĕрнĕ чухне вĕсем 2 метр таран сирпĕнеççĕ, апчхулатнă чухне – 9 метра. Çитĕннĕ чирлĕ çын çулталăкра 20 ытла çынна чир ертме пултарать. Микобактериллĕ сывлăша сывланипе сывă çыннăн организмне чир пуçаракан Кох палочкисем лекеççĕ, туберкулез чирне пуçарса яраççĕ.
Микобактерийĕ сывлăшра упранать-и?
Туберкулез микобактерийĕсем тусан ăшĕнче 3 уйăх таран упранаççĕ, çĕр ăшĕнче, шывра, нÿрĕ пÿлĕмре çулталăкчен, 25 градус сивĕре те 7 çул пурăнма пултараççĕ. Çапах та Кох палочки кăшт вĕретсе илнине те чăтаймасть. Хĕвел ăна 2 сехет хушшинче вĕлерме пултарать.
Ăна аталанма пулăшакан факторсем: тулли мар тата çителĕксĕр апатланни, организмра витаминсем çителĕксĕр пулни, час-часах чирлени, пирус туртни, стресс. Çавăн пекех сахăр диабечĕпе, хырăмлăх çĕрнипе, вар-хырăма операци тунипе, ÿпке чирĕсемпе, ВИЧ-инфекципе аптракан çынсене туберкулез ярса илес хăрушлăх пысăкрах.
Унăн тĕп паллисем: 2-3 çула тăсăлакан ÿслĕк, аппетит çухални, имшерленни, кăкăр кăшкарĕнче (грудная клетка) ыратни, вăй-хал чакни, вăхăт-вăхăтпа е тăтăшах ÿт температури ÿсни.
Мĕн тумалла-ха чир паллисем пулсан?
Чи малтанах больницăна кайса организмра туберкулез пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Чире чи малтанах тупса палăртмалли мелсенчен пĕри - флюорографи. Ачасемпе çул çитмен çамрăксене тĕрĕсленĕ чухне Мантупа рентгенологи тишкерĕвĕ витĕр кăлараççĕ.
Чир паллăсемсĕр иртме пултарать-и?
Чирлĕ çынсен 10-15 проценчĕн чирĕн пуçламăш тапхăрĕ нимĕнпе те палăрмасть, профилактикăлла флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухнă чухне кăна палăрать. Чирлисен 1/3 пайĕн туберкулез хăвăрт ывăннипе, тарăхнипе, ĕçлес туртăм чакнипе, вăйсăрланнипе палăрать. Çакăн пек çынсем хăйсене чирлĕ тесе шутламаççĕ, медицина пулăшăвĕ илме васкамаççĕ, анчах та йĕри-таврари çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Мĕнле сыхланмалла-ха унран?
Туберкулез профилактики темиçе енлĕ:
санитари профилактики - чирлĕ çынна обществăра хăйне тытма вĕрентесси, вăл пурăнакан пÿлĕме нÿрлĕ мунчалапа сăтăрсах тăрасси, чирлĕ çынна туллин сиплесси.
Пĕтĕмĕшле мероприятисем - ĕçпе кану, рационаллă апатлану режимне пурнăçлани, пирус туртассипе эрех ĕçессине пăрахăçлани.
Сывалма пулать-и?
Туберкулеза вăхăтра палăртса тухтăр хушнине тĕрĕс пурнăçласа пырсан чире парăнтарма пулать. Сывалмалли тапхăр 6-8 уйăха тăсăлать, сахалрах чухне çулталăк таранччен. Çак чирпе чирлĕ çын сывалмалли процедурăсене вăхăт çитмесĕрех пурнăçлама пăрахать пулсан туберкулез çĕнĕрен чĕрĕлсе каять, анчах татах та вăйлăрах. Çапла майпа туберкулез микобактерийĕсем медицина препарачĕсем патне хăнăхаççĕ, çĕнĕрен вăй илсе кайнă туберкулезран сывалма вара йывăртарах е вуçех те çук.