04 мая 2012 г.
Авиаци шкулĕнче вĕреннĕ чухне курсантсем сочинени çырнă. И.Алексеев курсант «Салтак саманчĕ» тема суйласа илнĕ. Вăл çав çырăва тăван яла ярса панăччĕ. «Маншăн вăл чи лайăх çыруччĕ, - терĕ Татьяна Николаевна. - Ăна вуласан хăйĕнпе курса калаçнă пекех туйăнатчĕ. Эпĕ ăна чылайччен упрарăм. Çĕнĕ çурт тунă чухне таçта çухалчĕ - хам та пĕлместĕп».
- Вăл мĕн çырнине аса илеймĕр-ши? - ыйтрăм ун чухне Татьяна Николаевнăран. - Иван унта ман пирки çеç мар, мĕн пур салтак амăшĕсем çинчен çырнăччĕ. Кашни сăмахнех астăватăп.
- «Кашни çыннăн пурнăçра çав тери йывăр самантсем пулаççĕ. Чĕре ыратать, чун тăвăнса килет ун чухне. Сана пулăшма пултарман çын çук та пек туйăнать. Анчах пур çавăн пек çын. Вăл - анне. Анне сăмахĕсем эмел пекех сурансене сыватĕç. Кирек мĕнле инкек пулсан та пыр ун патне - вăл сана пулăшать. Кирлĕ тĕп-тĕрĕслĕхе тÿрех куçран калать».