04 мая 2012 г.
Иртнĕ кунсенче Вăрмарти пасар территорийĕнче вырнаçнă икĕ хутлă çуртра «Жемчужина» ятпа çĕнĕ стоматологи уйрăмĕ уçăлчĕ. Чăвашсем çак сăмаха «Ахах пĕрчи» тесе ахальтен каламан пулĕ. Вăл вара яланах илем кÿнĕ. Малтанах районти тĕп больницăра йышăнатчĕ халăха И.Силеров шăл тухтăрĕ, халĕ вара хăйĕн уйрăмĕнче.
Шăлсен çирĕплĕхĕнчен çыннăн пĕтĕмĕшле сывлăхĕ нумай килет. Хитре шăл - хитре кулă. Клиника ячĕ те çакнах калать. Игорь Геннадьевич кашни клиентăн ыйтăвне татса пама тăрăшать, паха йышши пулăшу сĕнет.
2009 çулта «Шăлсене юсаса сиплессипе, протезлассипе стоматологи пулăшăвĕсем туса аталантарасси» бизнес проектне пурнăçа кĕртме район администрацийĕнчен 216 пин тенкĕлĕх грант парса пулăшнă ăна. Çапла «Жемчужина» тулли мар яваплă обществăна 2009 çулхи февраль уйăхĕнчех регистрациленĕ. Паянхи куна кунта 5 çын ĕçлет. Хăтлă, çутă, паянхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ кабинетсене кĕрес килсе тăрать.
Иртнĕ кунсенче «Жемчужинăна» савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин экономика аталанăвĕпе, промышленность тата суту -илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов, тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Кириллов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Пурте вĕсем Игорь Геннадьевича çак ĕçре ăнăçусемпе ÿсĕмсем сунчĕç.
Ĕçри çитĕнÿсем, паллах, çемьери килĕшÿрен нумай килеççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Ĕç пÿлĕмĕнче вырнаçтарнă илемлĕ сăн ÿкерчĕк пурне те тыткăнлать. Кунта вĕсем çемйипех - çиччĕнтен. Вĕсем çине пăхсан пурăнас килсе тăрать. Шăл тухтăрĕн пĕрремĕш клиенчĕ районти тĕп больницăри дерматологипе венерологи врачĕ пулса ĕçлекен Людмила Чернова пулчĕ.