04 мая 2012 г.
Чечек ĕрчетекенсен йышĕ çулсерен ÿсет. Пĕрисем чăн-чăн ăстаçăсем, теприсем - юратакансем пирĕн районта та питĕ йышлă.
Чечек юратакансем хушшинче халĕ коллекционерсем нумай, пĕрисем кактуссем çеç, теприсем тĕрлĕ тĕслĕ фиалка е бегони лартса ÿстереççĕ.
Апрель уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш наци библиотекинче пысăк курав пулса иртрĕ. Çутă та пысăк пÿлĕмре республикăри коллекционерсем Сенполи, Глоксини, Стрептокарпус, Кактус тата ытти сайра тĕл пулакан чечексене кăтартрĕç.
Вăрмарти тĕп библиотекăри «Чечексен фантазийĕ» клуб членĕсем те çитсе курчĕç çак курава. Чăннипех те чечексен асамлă тĕнчине лекетĕн. Кашни чечек хăйне евĕр тĕлĕнмелле, пĕри тепринчен илемлĕ. Курава хутшăнакансем усăллă сĕнÿсем илчĕç, килĕшекен чечексем туянчĕç. Чечексен тĕнчине çутатса паракан кĕнекесен выставкипе паллашрĕç. Çапла вара илемпе киленсе, тулли кăмăлпа таврăнтăмăр.