04 мая 2012 г.
Акă ĕнтĕ виççĕмĕш хут пирĕн районта «Мăнкун савăнăçĕ» духовлă музыка фестивалĕ иртет. Уява савăнăçлă лару-тăрура райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов, Чăваш епархийĕн виççĕмĕш Благочиннăй округĕн благочиннăйĕ архимандрит Гурий, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн тата Арапуçĕнчи Çветтуй Николай чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид Ермолаев иерей, Чулкасри Таса Троица тата Кивĕ Вăрмарти Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир протоиерей, Энĕшпуçĕнчи Çвяттуй Иоанн Богослов чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн иерей уçрĕç. Культура çуртĕнче халăх чылай пуçтарăнчĕ. Ача садне çÿрекенсене Мăнкун уявĕ пирки калаçтарнине видеокурав майĕпе курма май пулчĕ культура çуртĕнче. Кашниех çак уява мĕнле ирттернине каларĕ, куракана тыткăнларĕ.
Духовлă музыка уявĕнче районти ача сачĕсене çÿрекенсем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем - 200 ытла ача хутшăнчĕ. Фестивале йĕркелесе ирттерсе яраканĕсем районти музыка тата православи тĕнне вĕрентекенсен ассоциацийĕсем пулчĕç. Ачасем вокалпа хор юррисене юрлас тĕлĕшпе пысăк пултарулăх кăтартрĕç. Тĕрлĕ-тĕрлĕ илемлĕ тумсем тăхăннă ачасем илемлетрĕç культура çурчĕн сценине. Мероприятие Т.Гаврилова музыка преподавателĕ ертсе пычĕ. Пĕтĕмĕшле «Мăнкун савăнăçĕ» фестиваль çÿллĕ шайра иртрĕ. Мероприяти вĕçĕнче Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн тата Арапуçĕнчи Çветтуй Николай чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид иерей Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина районта çитĕнсе пыракан ăрăва тата халăха духовлă воспитани парас ĕçре пулăшса пынăшăн Тав хучĕ пачĕ.