АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифрăсен чĕлхипе

04 мая 2012 г.

Вăрмар районĕнчен Аслă Отечествннăй вăрçăна 6890 çын тухса кайнă, каялла вара 2759-шĕ çеç таврăннă. А.Казаков Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, П.Порфирьев - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ. Орденсемпе медальсем илнисем йышлă. Хĕрарăмсем те вăрçа хутшăннă.

1942 çулта хĕрарăмсене çара илесси пирки пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен вăрçă пĕрмаях çын ыйтнă. Вĕсем ытларах госпитальсенче, санбатсенче тăрăшнă. Малти линире санитарка, медсестра пулса ытти салтаксем пекех çапăçусене çÿренĕ. Фронтри çыхăнăва йĕркелекенсем, сывлăшран тапăнассинчен сыхлакансем, снайперсем, партизансем, аэродромсенче, станцисенче хуралта тăракансем тата ыттти те.

Вăрмар районĕнчен 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 76 хĕрарăм тухса кайнă. Вĕсенчен улттăшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Аслă Чакран Анфиса Антоновна Богатинова (1920-1976 ç.ç.), Надежда Георгиевна Кириллова (1920-1994 ç.ç.), Евдокия Михайловна Морозова (1923-1999 ç.ç.), Евгения Прохоровна Прохорова (1919 ç.) салтак тумне тăхăнса вăрçă çулĕсемпе çÿренĕ.

Вăрмарти çар ĕç комиссариатĕнчен вăрçа кайнисенчен кăна 6 хĕр-ентеш çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă.

Тылра юлнисем вара çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми ял хуçалăхĕнче, сĕтел-пукан фабрикинче тăрăшнă. Пĕтĕм йывăр ĕç вĕсемпе çамрăксем çине тиеннĕ. Вăрçă çулĕсенче тылра юлнă пирĕн ентешсем оборона фондне 12 млн та 446 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Донбасс ачисене пулăшма кăна 84536 пин тенкĕ ярса панă. Акă мĕн вулатпăр эпир ВКП (б) Чăваш обкомĕ 1944 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче фронт валли ăшă япаласем пуçтаракан Тĕп комитета янă документра: «Вăрмар районĕ планран ирттерсе 424 мăшăр кăçатă, 179 кĕрĕк, 97 çĕлĕк, тиртен çĕленĕ 20 жилет ярса панă». Уй-хирте, фермăсенче те ĕç вĕресе тăнă.

Тĕслĕхрен, «Дружба» колхоз ĕçченĕсем вăрçă çулĕсенче тыр-пул туса илессине 3 хут, мăйракаллă шултра выльăх шутне 18, сурăхсен йышне 7, сыснасене 6 хут ÿстернĕ.

«Çĕнтерÿ - чаплă уяв, анчах та вăл пысăк çухатусемпе, вĕри куççульпе килчĕ. Хам вăрçă çулĕсенче ăçта-ăçта пулни асра юлман ĕнтĕ, анчах нумай юлташа çухатнине манаймастăп, вĕсен сăнĕсене яланах асра упратăп», - çак сăмахсене Аслă Чакра çуралнă Н.Кириллова вăрçă участникĕ шкул ачисем умĕнче калани кашни çыннăн чĕрине пырса тивсе ас тăвăма упрама тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика