04 мая 2012 г.
Нимĕç фашисчĕсен 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен чи малтанах Мускав хулине тытса илес тĕллев пулнă. «Барбаросса» план тăрăх советсен шĕкĕр хулине тÿрех тытса илеймесен, Сталинград хулине парăнтарсан Атăл тăрăх Саратов, Ульяновск, Горький хулисемпе территорийĕсем витĕр Мускав еннелле каяссине шута илсе СССР Патшалăх Оборона Комитечĕ 1941 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Сăр таврашĕнче тата Хусан çавринче хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвасси пирки ятарлă Хушу кăларнă. Унччен маларах Мускав таврашĕнче Можайск тăрăхĕпе тĕп хула çывăхĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвас ĕç хĕрсе пынă ĕнтĕ. Çав ĕçсене Мускавпа Мускав облаçĕнчи 600 пин çынна явăçтарнă, пĕтĕмпе 700 çухрăм тăршшĕ танксене хирĕç кĕрешмелли шăтăксемпе траншейăсем чавнă, 3800 ДОТсемпе ДЗОТсем хатĕрленĕ. Вăйлă тăшман хĕстерсе пынипе чакса пыракан Хĕрлĕ Çаршăн хатĕрлесе хунă хÿтĕлев сооруженийĕсем питех те кирлĕ пулнă: вĕсем Мускав хулине фашистсем тытса илесрен пултаруллăн хÿтĕлеме пултарнă.
Чăваш Республикинче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем тăвасси пирки кăларнă Хушу вăрттăннисен шутĕнче тăнă. Ăна ВКП(б) райкомĕсен секретарĕсемпе райсоветсен ĕç тăвакан комитечĕсен председателĕсем çеç пĕлнĕ. Вĕсем хăйсене пăхăнакансене - колхоз председателĕсене, учрежденисемпе предприяти пуçлăхĕсене - уйрăм Хушусем панă. Пур ĕçе те çÿлти яваплă çынсем тĕрĕслесе-пăхса тăнăран хÿтĕлев сооруженийĕсене тăвас ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă (кирлĕ пек) пурнăçламалла пулнă. Акă мĕн каланă Хушура:
1. ... Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвас ĕçе Чăваш Республикинчи халăха явăçтарас. Вĕсен çулĕ 17 çултан çамрăк мар тата пурте çирĕп сывлăхлă пулмалла.
2. Райсовет ĕç тăвакан комитет председателĕсен тата райком секретарĕсен çынсене ĕçе явăçтармалла тата вĕсене хĕллехи тумпа тивĕçтермелле. Ĕçе явăçтарнисен кашнин кĕреçе, 5 çын валли пĕр пуртă, 10 çын валли пĕр наçилкка пулмалла.
3. Кашни районран пĕр прораб участокĕ тата пĕрер прораб çирĕплетмелле.
4. Колхоз правленисене хăйсен колхозникĕсем валли ĕç вăхăтĕнче апат-çимĕçпе тивĕçтермелле, лашасем валли фураж уйăрмалла. Планпа палăртнă ялсене ытти ялсенчен килекен халăха вырнаçтарма бараксем уйăрмалла, çук пулсан çĕрпÿртсем чавмалла.
5. Разверстка тăрăх 171450 çын, 10810 лаша, 303 трактор ĕçлемелле.
Хусан çавринчи хÿтĕлев чиккисем тумашкăн 45,5 пин çынна уйăрмалла пулнă. Хушу тăрăх влаç органĕсен палăртнă ĕçсене пурнăçлама пĕтĕм вăя хумалла, палăртнă срокран маларах вĕçлеме тăрăшмалла. Вăрмар районĕнчи ĕçсемшĕн Чăваш Республикин ВКП(б) обкомĕн секретарĕн В.Григорьевăн яваплăхне палăртнă. План тăрăх Вăрмар районĕ Октябрь, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсемпе пĕрле, Çар-хир строительствин 5 номерлĕ тăрăхне кĕнĕ.
Мускав хули таврашĕнчи хÿтĕлев чиккисем тăшман тапăнăвне чăтаймасан фашистсем Владимир тата Чулхула облаçĕсем витĕр Атăл тăрăхне талпăннă пулĕччĕç, унтан - Урал таврашне.
Хусан хÿтĕлев чикки Звенигово затонĕнчен пуçласа Энĕшпуçпе Арапуç ялĕсем витĕр Тăвай патнелле тăсăлса кайса Тутар Республикине тухмалла пулнă. «Патшалăх хÿтĕлев Комитечĕн Хушăвне пурнăçласа 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Вăрмар районĕнче хÿтĕлев чиккисем тума пуçланă. Пĕрремĕш лини Энĕшпуç - Патти - Чупай - Кĕçĕн Чак - Анаткас – Чĕкĕту - Çĕнĕ Кинчер ялĕсем витĕр Куславкка тăрăхнелле кайнă. Тепĕр лини Пинер - Энтри Пасар ялĕсем витĕр выртнă. Çĕр тата строительство ĕçĕсенче 850 - 1100 колхозник таран вăй хунă. Хÿтĕлев ĕçĕсене йĕркелесе тăракан штаб Чупай ялĕнче вырнаçнă. «Асанне, Яковлева Ксения, вăрçă вăхăтĕнче пирĕн урамра салтаксемпе вĕсен командирĕсем пурăннине каласа паратчĕ, - пĕлтерет Чупайĕнчи ĕç ветеранĕ В.Леонтьев. - Командирĕсем çын патĕнче хваттерте тăнă, салтакĕсен пĕр пайĕ çĕр пÿртре, тепĕр пайĕ колхозăн путвалĕнче пурăннă. Вĕсем окопсемпе траншейăсене, ытти хÿтĕлевсене чавнă, хатĕрленĕ çĕрте кăтартса-вĕрентсе тăракансем пулнă ĕнтĕ. Салтаксене çăмăлах пулман, выçăллă-тутăллă пурăннă. Çавăнпа хĕрхенсе, ун пек тума юраман пулин те, хĕрарăмсем вĕсене апат çимĕçпе тивĕçтеркеленĕ».
«Хам шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн урокĕсене ертсе пынă чухне те, маларах та, Вăрмар тăрăхĕнчи хÿтĕлев чиккисем тăрăх тĕпчев çул çÿревĕ йĕркелеттĕмĕр. Ун чухне хÿтĕлев чиккисен йĕрĕсем - окопсем, траншейăсем, блиндажсем, ДЗОТсемпе ДОТсен юлашкийĕсем - курăнатчĕç-ха. Вĕсем пирки аслă çулти çынсенчен ыйтса пĕлеттĕмĕр. Пирĕн шкулти Паттăрлăх Музейĕнче Энĕшпуç таврашĕнче хÿтĕлев чиккисем чавнине кăтартакан диорама паллă вырăнта», - каласа парать Чăваш Республикин Хисеплĕ тавра пĕлÿçи И.Криков.
СССР Хÿтĕлев комитечĕ хушнă тăрăх палăртнă ĕçсене çанталăк 30 градус сивĕрен ытларах пулсан пурнăçлама юраман. 1941 çулхи декабрĕн 2,6,7-мĕшĕсенче 30 градусран та сивĕрех тăнă, декабрĕн 8-мĕшĕнче 28 градуса çитнĕ. Паллах, сивĕ 30 градусран ытларах пулсан та, сахалрах тăрсан та ĕçсене чарса тăман, чарăнма та пултарайман. Мĕншĕн тесен пĕтĕм вăя патшалăх Хÿтĕлев комитечĕн Хушăвне пурнăçлассине янă. Ĕçрен пăрăнса кайнине, пăлахая пенине ун чухне, ахăртнех, тĕл пулман. Хÿтĕлев ĕçĕсене йĕркелесе пыракансем агитаципе пропаганда енĕпе питĕ хастар пулнă, çаплах, кирлĕ чухне хăратма та именсе тăман.
Хÿтĕлев чиккисем чавма палăртнă ялсен çывăхĕнче ĕç хĕрсех тăнă. Камсем пулнă-ха шăннă çĕре чавакансем, лумпа, пуртăпа, кĕреçепе вăй хуракансем. Акă, ĕç ветеранĕ А.Исакова (Аслă Чак) çапла аса илет: «1941 çулхи хĕлле пирĕншĕн уйрăмах йывăр пулчĕ. Вăй-питтисене, алла кĕреçе, лум тытма пултаракансене окопсем, траншейăсем чавма хутшăнтарчĕç. Юрать, пирĕн ялтан инçех мар, Чупайпа Çĕнĕ Мăнтăр енче, Атнаш çывăхĕнче чавтарчĕç. Хĕл питĕ сивĕ килнĕрен çĕр тарăн шăннăччĕ, лумпа та катса ватма çукчĕ. Ĕçрен пăрахса кайма юрамастчĕ, ара, вăрçă вăхăчĕ вĕт. Хăв кунĕпе ĕçленине çыртарма шыв арманне каймаллаччĕ. Энĕшпуç енчен аманалпа сирпĕтсе траншейăсем туса килсен окопсем чавма чарчĕç».
РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Моклаков та яш чухне хÿтĕлев чиккисем тăвас ĕçе хутшăннă. Çавăн пирки вăл çапла çырса кăтартать: «1941 çулхи декабрь уйăхĕнче 40 градусран та иртрĕ, хаяр сивĕ кунсем тăчĕç. Тепĕр çулхи январь уйăхĕнче кăшт çемçерех пулчĕ. Çав шартлама сивĕ вăхăтра Кавалсемпе пĕрле ытти хăш-пĕр ялсен çыннисем, Аслă Чак ялĕнче пурăнса, Энĕш шывĕ тăрăх тарăн шăтăк чавса, тăшман танкĕсене тытса чармалли çÿллĕ стенасем купаларăмăр. Ун чухне Хĕрлĕ Çар фашистсене Мускав патĕнчен нумай инçете хăваласа янипе пирĕн те кăмăл-туйăмсем лайăхланчĕç. Ĕçрен темĕн чухлĕ ывăнса шăнса килнĕ пулсан та, каçсенче е улахра Анна Исакова патĕнче Хĕрлĕ кĕтесре тĕрлĕрен вăйăсем выляттăмăр».
Ĕç вăйĕ çитменнине кура хÿтĕлев чиккисем тума малтан хушнă пек 17 çултан аслисене çеç мар, çамрăкраххисене те мобилизацилеме тытăннă. Йывăр ĕçсене хутшăнайманнисем ĕçлекенсем валли çăка пушăтĕнчен, хурама хуппинчен çăпатасем хуçнă, алсишсем çыхнă. Артельсемпе предприятисем чул, кирпĕч, цемент, йывăç, арматура, пăта, толь, пралук тата ытти кирлĕ хатĕр-хĕтĕр уйăрнă. ДЗОТ тунă чухне юман йывăçсемпе усă курнă, вĕсен диаметрĕ 30-35 сантиметртан кая мар кирлĕ пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ Энĕшпуç енчи вăрман тăрăхĕнче ĕмĕрхи йывăçсене нумай кастарнă. Ĕç ветеранĕ П.Порфирьев çапла аса илет: «Вăрмар касса хатĕрлессине, ăна турттарса тухассине каллех хĕрарăмсен пурнăçлама тивнĕ. Уйрăммăнах окопсем чавнă вăхăтра, ДОТ е ДЗОТ тунă çĕрте йывăр пĕренесем нумай кирлĕ пулнă. Вĕсене Энĕшпуç вăрманĕнче хатĕрлесе кирлĕ вырăна турттарса тухнă».
Хÿтĕлев чиккисем тăвас ĕçре халăхăн иксĕлми хастарлăхĕ, чăтăмлăхĕ, çĕнтерÿшĕн ăнтăлни вăйлă палăрса тăнă. Паллах, ĕçлекенсенчен нумайăшĕ йывăр ĕçпе аптăраса чирлесе ÿкнĕ, пурпĕрех нăйкăшман, ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе пăрахса кайман. Чирлисене санчаçсенче, госпитальсенче сыватнă. Кашни бригадăрах агитаторсем пулнă. Вĕсем хаçатсем вуласа панă. СовИнформбюро паракан хыпарсене радиприемниксенчен илтсе ыттисене пĕлтерсе тăнă. Колхозсем пĕр-пĕринпе ăмăртусем йĕркелесе колхозниксене хавхалантарса пынă. Тăрăшни харама кайман: патшалăх Хушăвне палăртнинчен маларах та пурнăçланă. Хусан хÿтĕлев чиккине (вăл 60 çухрăм тăршшĕ, танксене чармалли чăрмавсем 100 çухрăм вăрăмăш) 1942 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче туса пĕтерни пирки Мускава пĕлтернĕ. Çак йывăр ĕçре уйрăмах хĕрарăмсем, çитĕнсе çитмен çамрăксем хастар пулнине палăртнă.
Хÿтĕлев чиккине пăхса тăма ял Канашĕсемпе колхозсене хушнă. Шкул ачисем ДЗОТсемпе ДОТсене тăшман самолечĕсенчен ÿкерсе ан илччĕр тесе йывăç турачĕсемпе хупланă. Çакăн пек ĕçсем 1944 çулхи мартăн 5-мĕшĕчченех пынă. Унтан вара хÿтĕлев чиккисем текех кирлĕ пулмĕç тесе пĕлтернĕ, вĕсемпе колхозсем хăйсене кирлĕ пек усă курма пултарнă.
Хусан хÿтĕлев чиккине аса илтерекен пулăмсем пирки калас килет. Иртнĕ çул Энĕшпуç шкулĕнчи çамрăк тавра пĕлÿçĕсем Тăвайĕнчи музейра пулса курчĕç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине сăнлакан залра самаях пысăк диорама пур. Вырăнти художник П.Меркурьев «Хÿтĕлев чиккине туни» ятлă ĕçне музее парнеленĕ. Тăвайĕнчен Вăрмаралла тухса кайнă çĕрте, çул хĕрринчех вăрçă вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнă ял çыннисене асăнса стела вырнаçтарнă. Вăл ку тăрăхра хÿтĕлев чикки пулнине асăрхаттарать. Ан тив, 1941-1942 çулсенче чавнă, хатĕрленĕ окопсем, траншейăсем, ДОТсем, ДЗОТсем, пирĕн çарсем тăшмана Мускав патĕнче, Сталинградра çапса аркатнăран, кирлĕ пулман, çапах та вĕсем тылри халăхăн, ял çыннисен паттăрлăхне, çĕнтерÿ пуласса ĕненнине кăтартаççĕ. Пирĕн район территорийĕнче хÿтĕлев чиккине аса илтерекен вырăнсем халĕ те палăрса тăраççĕ-ха. Аслă çулти çынсем вĕсен тĕлĕсене лайăх пĕлеççĕ. Шел, АСĂНУ ПАЛЛИ ниçта та çук. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă салтак-ентешĕмĕрсене хисеплесе кашни ялтах палăксем пур, тылра хастарлăхпа, паттăрлăхпа палăрнă ял çыннисене халаллани пĕрре те çук. Тăвайсем ку енĕпе пирĕнтен маттуртарах пулчĕç. Тен, пирĕн те, вĕсен тĕслĕхĕпе вĕсенни пекех АСĂНУ ПАЛЛИ хатĕрлесе аслă çул çинче лартмалла?