04 мая 2012 г.
Эпĕ телейсĕр çул çуралнă. Çак 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре фашистла Германи пирĕн çĕршыва хапсăнса тапăнса кĕнĕ. Хаяр вăрçă пуçланса кайнă. Манăн атте те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вăрçа тухса каять. Ултă ачипе арăмĕ хурланса ăсатса янă. Эпĕ вара чи кĕçĕнни те, чи пĕчĕкки пĕр чăмакка çеç выртса юлнă сăпкара. Васканă тейĕн çуралма - аттесем каяççĕ вăрçа. Чарăна пĕлмен вăрçă тăватă çула пынă. Çак вăрçа ашшĕсемпе ачисем, аппăшĕсем, йăмăкĕсем те каяççĕ. Каяллах вара çуррине яхăн анчах çаврăнса килнĕ. Вăрçă хирĕнче нумай çын тăкăннă, аманса пĕтнĕ, тыткăна лекнĕ, сарăмсăр çухалнисем те нумай. Мĕн кăна курман-ши вăрçă салтакĕ. Кун çинчен пĕлмен çын та çук. Таврăнма пултарнисем те нумайăшĕ аманса пĕтнĕскерсем, чире кайнисем. Вĕсенчен те чире кайса юлнисем нумаях савăнса пурăнайман, чир пусса çитернипе вилсе пынă. Çак вăрçа пула мĕн чухлĕ тăлăх ача-пăча юлнă, хĕрарăмсем упăшкисене, хĕр-упраç савнийĕсене çухатнă. Ватта юлнă хĕрсем нумайланнă. Хăшĕсем вара пурнăçа хĕрлех ĕмĕрлесе шут пĕччен пурăнса ирттернĕ.
Тылрисене те çăмăл пулман. Выçăпа, сивĕпе, чир-чĕрпе асапланнă. Çапах та çак вăхăтра çынсем пĕр-пĕринпе нихçанхинчен туслă пурăннă. Кирлĕ чухне пĕр-пĕрне пулăшнă. Хуйхи-суйхине те, савнăçне те пĕрле пайланă. Савăнмалли мĕнех пулнă ĕнтĕ. Енчен çыру илчĕç пулсан пĕрле вуланă. Аманнă пулсан та госпитальтен хăй аллипе çырса янă пулсан савăннă. Ĕмĕтленнĕ, кĕтнĕ чĕрĕлсе тухасса. Урасăр е алăсăр таврăнчĕ пулсан та савăннă. Кÿршĕсене пуçтарса сĕтел хушшине ларнă. Мĕн пуррипе хăналаннă. Вилнĕ хучĕ килчĕ пулсан та ун патне пырса çÿренĕ, йăпатнă. Çав тери хĕсĕк пулнă пурнăç. Шăрпăкпа тăвар та çав тери херĕп пулнă. «Вут чулĕ» тенĕ ун чухне, çак чула пĕр-пĕрин çине сăтăрттарса шаккаса хĕлхем кăларса вут чĕртнĕ. Табак туртакансем те çапла майпа чĕртнĕ. Пĕр-пĕрин мăрйинчен тĕтĕм тухнине курчĕç пулсан кăвар илме кайнă. Вут чулĕпе чĕртесси çăмăлах пулман. Халĕ вара çак ырă пурнăçра шутлатăп та тĕлĕнетĕп, мĕнле çапах та тÿснĕ, чăтнă этем. Пĕр çулĕнче таврипех çĕрулми çĕрсе кайнă. Çак сорта çеç лартманнисем те пулнă. Вĕсен вара çак хуйхă пулман. Тепĕр çул вара вĕсенчен, анана çурмалла лартмалла вăрлăх илнĕ. Çапла майпа çимелĕх те çитĕнтерме пуçланă. Вăл вăхăтра шанăç ахаль те çĕр улминче анчах пулнă. Халăх выçăпа аптăранă. Çуркунне анасем хурала пуçласан çĕрĕк паранкă, крахмал пуçтарма кайнă. Хĕвел хăпара пуçласанах ана çинче урасем пута-пута ларнă. Пĕр-пĕрне турта-турта кăларнă урара та çĕтĕк çăпата анчах пулнă. Урасем йĕпенсе таврăннă, килсен тасатса икерчĕсем пĕçернĕ. Вăл вăхăтра этем выльăх пек курăк та çинĕ. Çиме курăк та çитмен. Ăна шыраса таçта та çитнĕ. Хĕлле вара çи-пуç çуккипе, вут-шанкă çитменнипе шăннă. Пысăках мар çемьесемпе хĕл каçма пĕрлешсе пурăннă.
Гигиена сăмаха ун чухне илтмен те. Мунча ялта та темиçе çыннăн анчах пулнă. Черетпе 3-4 çемье пĕрле хутса тăнă. Темиçешерĕн çăвăннă çĕре ларса. Хĕрарăмсем пыйтă турисемпе çÿçĕсене тураса тура çине пуçтарăннă пыйтисене пас пÿрне чĕрнисемпе çатăртаттарса вĕлернĕ. Çав туранах çукаласа теприне панă. Ача-пăчашăн чи хăрушши милĕкпе çапни пулнă. Кунта çаптармастăп тенине пăхман. Пĕр хĕрарăмĕ ачасене илсе парса тăнă лавка çине, тепри милĕкпе çапнă. «Ăшши пар, ăшши пар», - тесе çеç тăнă çапаканни. Эх, вĕтелентереççĕ ачасене. Астăватăп-ха, анне питĕ чыса юрататчĕ. Килсессĕн çи-пуçа тĕплĕн пăхса тухатчĕ. Пуçа пăхсах тăратчĕ. Пыйтланасран питĕ сыхлатчĕ. Вăл вăхăтра тĕрлĕ чир-чĕрпе нушаланнă çынсем: кĕçĕ, çăпан, трахома. Хăнкăла, таракан пулнă. Каç тĕттĕмĕ килсен пÿртре ăмăртмалла тенĕ пек шăрчăксем чĕриклетме пуçланă. Пыйти вара кĕпе пыйти, пуç пыйти пулнă. Хĕлле таракана пĕтерес тесе вăхăтлăха пĕр-пĕрин патне вĕсене шăнтма тухнă, анчах вăл нумайлăха çĕтсе пурăнман. Савăт-сапапа, тум-тирсемпе, вырăнпа куçса килсе каллех ĕрче пуçланă. Кĕпе-йĕме ун чухне кĕл тăррипе, сĕлтĕшпе çуса пурăннă. Тÿлевсĕр ĕçлемелле пулнă. Ачасем те амăшĕпеле пĕрле тăрса ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕхсем уйрăм хуçалăхсен те, колхозăн та чирлĕ пулнă. Лашасене тăрайми пулнипе урхалăхĕсемпе, тилхепесемпе, вĕренсемпе çакса тăратнă. Пахчасене йышпа сухапуçпе туртса сухаласа çĕр улми лартса хăварнă. Ĕçлекен те вăрçа юрăхсăр арçынсем, ватăсем, хĕрарăмсем, вăрçă çулне çитмен ачасем пулнă. Пурпĕрех пурте тăшмана çĕнтерес ĕмĕтпе пурăннă. Фронта алсиш-нуски çыхса, табак кушелккисем çĕлесе, табак тураса ярса панă. Шкулта та вĕрентекенсем ачасене çĕнтерессе шантарса, пурăнма вăй-хăват парса тăнă. Вăрçă чарăннă хыпар çиçĕм пек çитсе сарăлсан ватти-вĕтти таранах пурте савăннă. Кăшкăрашнă, пĕр-пĕрин патне чупнă, йĕнĕ, юрлакан та пулнă. Пĕрисем савăннă, теприсем хурланнă. Пурин те таврăнаймаççĕ-çке вăрçăран. Майĕпен вăрçă салтакĕсем курăна пуçланă. Унта пĕр пуля тивменни те, аманнисем те, чир-чĕрлисем те пулнă. Алă-ура çуккисем, суккăрланнисем тата ытти суранлисем пурпĕрех чĕрĕ. Хăйсем те, килтисем те савăннă. Тăванĕсем пуçтарăннă. Мĕн пур - çукпа ĕçсе-çинĕ, савăннă. Ĕмĕрлĕх хуйхăна юлнисем те нумай пулнă. Темиçе çултан та таврăннисене илтсен анне те, тен, пирĕн атте пулман-ха вăл, йăнăшма пултарнă, ăçтан тĕрĕс пĕлсе пĕтерччĕр вăрçăра, çапла пирĕн те килсе кĕрейтĕрччĕ - тетчĕ. Эпир те, ачисем, ватăлтăмăр. Кĕтсе илесси пулмарĕ. 1943 çулта вилнĕ хутне илнĕччĕ. «Атте»,- тесе чĕнсе кураймарăм. Атте камне-мĕнне пĕлмесĕрех ĕмĕр иртрĕ. Кирлĕ-и вăл мана е çук - ача-пăча чух кулянма та пĕлмен. Пĕр юратнă аннене кăна пĕлнĕ. Унтан хакли никам та, нимĕн те пулман. Вăрçă чарăннипех нуша пĕтмен-ха. Унăн хăрушлăхĕ çеç пĕтнĕ. Çĕршыва çĕклемелле, колхозсене аталантарса ямалла, халăхăн та пурăнмалла. Йывăрччĕ пурнăç. Аннене час-час йĕнине кураттăм. Ачасенчен куççулĕ пытарса пĕтереймĕн, вăл тулса çитнĕ вăхăтра тăкăнса каять. Анне куç çулĕнчен йывăрри вара ачашăн нимĕн те çук пуль. Хам та аннене ыталаса илсе йĕреттĕм, хĕрхенеттĕм. Мĕнле те пулин пурнăçа çăмăллатас килетчĕ, хуйхи-суйхине сирес килетчĕ.
Çĕршыв хавшаса çитнине пула, ăна çĕклесе яма, аталантарма заем шухăшласа кăларчĕç. Налуксем пуçланчĕç. 100 çăмарта, 40 килограмм какай, çăм памаллаччĕ патшалăха. Заем çырăнтарма 3-4-ăн килетчĕç. Ыйтса тăмаççĕ, сĕтел çине кăларса хураççĕ те алă пустараççĕ. Яла çаврăнса тухсан, вырнаçса пĕтмесен тата хушса парса хăвараççĕ. Анне питĕ кулянатчĕ, мĕнле татас ĕнтĕ. Укçи-тенки пулман-çке-ха. Вăхăтра какайне парса татаймарăн пулсан, картари сурăхна милиципе килсе çавăтса тухса каяççĕ. Малтан какайне парса татма тăрăшатчĕ анне. Килсех курман пулсан та милицирен тесе, пурпĕрех хăраса пурăннă. Ку ĕнтĕ паçăрах хыçа юлнă, апла пулсан та вăрçă нушисем манăçмаççĕ, аса илтерсех тăраççĕ. Ÿссе çитсе хĕр пултăм. Вăт, хăçан аттене аса илтĕм. Пирĕн пÿрт улăм айĕнче ларатчĕ. Ун пеккисем вăл вăхăтра пулкаланă-ха. Хăшĕсем толь, хăма пуррисем тимĕр те витнĕччĕ. Эпĕ вара вăрçа, хамăрăн улăм витнĕ пÿрте ĕмрипех вăрçрăм. Питĕ вăтантăм хамăр улăм витнĕ пÿртрен савни умĕнче. Ăна эпĕ тивĕç мар тесе шутлаттăм, анчах сăмах хускатма та аванмарланаттăм. Хам пек çуккине çеç кайма тивĕçлĕ эпĕ çак пÿртрен тесе шутлаттăм. Эпĕ качча тухнă хыççăн пирĕн анне те улăма сирсе тимĕр витрĕ. Çакăн чухлĕ нуша куртăм эпĕ аттесĕр юлнă вăрçă ачи. Кăçал 67 çул тулать ĕнтĕ вăрçă чарăннăранпа. Çĕнтерÿ кунĕ çитсен юлашки юлнă, паянхи кун пурăнакан вăрçă участникĕсем, хăш-пĕр пăшал тытса курман вăрçă участникĕсем те, паянхи кун тухса çÿреме пултаракан тыл ĕçченĕсем медаль, орденсем çакса шăнкăртаттарса иртĕç. Эпĕ вара çĕнтерÿшĕн савăнатăп пулин те кашни çулах çак кун выртса макăратăп. Çак кун манăн аттепе мана, вăрçă ачине, аса илекен пулас çук.
Чыс-хисепе тивĕçнисем,
Çĕршывăн хÿтĕлевçисем,
Вут-çулăм витĕр тухнисем,
Çĕршывăн тыл ĕçченĕсем.
Тата ун вăрçă ачисем,
Хисеплĕ йăх-несĕлĕсем,
Салам сире Енккассинчен,
Салам сире Вăрмарсенчен,
Ваттисенчен, çамрăксенчен,
Тата ача-пăчасенчен.
Сунатпăр пĕтĕм кăмăлтан
Малашлăх çутă пултăр сан.
Чир-чĕрĕ ирттĕр аякран.
Ялан пĕрле пултăр тăван.
Ĕмĕрÿ вăрăм пултăр сан.
Çак çитĕнÿ ахаль пулман,
Эс тÿснĕ хĕн-хура нумай.
Пурпĕр ниме те парăнман,
Хăв Çĕршывна эсĕ сутман.
Мир пултăр тĕнчере ялан,
Ан пултăр вăрçă нихăçан.