АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве, çĕнтерÿçĕсене халалланă

04 мая 2012 г.

1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕленĕ ентешĕмĕрсене (вăрçăра пуç хунисене, çĕнтерÿпе киле таврăннисене) халалласа Чăваш кĕнеке издательстви 1995 çулта Астăвăм кĕнеки кăларма пуçланă. Пирĕн район паттăрĕсем çинчен каласа паракан материалсем 2-мĕшпе 5-мĕш томсенче çапăннă.

Шыравпа тĕпчев ĕçĕсем пысăк калăпăшлă пулнипе тата ытти хăш-пĕр сăлтавсене пула кашни паттăрăн ячĕ-шывĕ çав кĕнекере çырăнайман. 6-мĕш томра вăрçăран таврăнайманнисен хушма спиокне пичетленĕ. Пурпĕрех, фашистсене хирĕç кĕрешнĕ кашни ентешех палăртса çитерейменнине тăванĕсем пăшăрханса пĕлтереççĕ. Кашни ялăнах Астăвăм кĕнеки пулсан тата лайăхрах пулмалла та çав, хăш-пĕр районсем ав республикăри евĕр кăларăмсем хатĕрлесе вулавăшсене, шкулсене, музейсене çитерчĕç те ĕнтĕ.

«Мусирминцы в борьбе за Победу» ятлă тăпăлкка кăна кĕнекене алла илсен пирĕн тăрăхра çак пархатарлă ĕç хускалчĕ иккен терĕм. Авторĕ - шкул директорĕ В.Николаев. Тавра пĕлÿ ĕçĕпе чылайранпа кăсăкланаканскер, ял музейĕн ĕçĕ-хĕлне те йĕркелесе тăраканскер, ентешĕсене самай сумлă парне кÿчĕ.

Кĕнеке «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организаци Канашĕн «Ветерансем, сирĕн умăрта пуç таятпăр» ырă сăмахĕпе пуçланать. Ентешĕмĕрсем кашни çулах Çĕнтерÿ кунне халалласа шĕкĕр хуламăрта та, Вăрмар тăрăхĕнче те тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вăрçа хутшăннă кашни ветерана асра тытаççĕ, çулленех парнесем параççĕ. Мăнçырмасемпе те ăшă çыхăнусем пурришĕн епле-ха савăнмăн!

Мăнçырма ялĕнчен Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлеме 426 çын хутшăннă, вĕсенчен 248-шĕ вăрçă вутĕнче пĕтнĕ. Паттăр хÿтĕлевçĕсен шутĕнче виçĕ вăрçăра пулнисем те пур. Вĕсем: М.Гурьев, Г.Левин, А.Васильев.

Вăрçă салтакĕсем хăйсем пирки каласа параççĕ-и, е вĕсем пирки кĕскен кăна, энциклопедири пек çырса кăтартнă-и, кашни хыпара интересленсе вулатăн. Куç умне Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вăрçă вăрçакан ентешĕн паттăр сăн-сăпачĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тухса тăрать. Уйрăмах хĕрарăм-салтаксем пирки çырнине хумханса вулатăн. Мăнçырмаран ултă хĕр-пике фронтра пулнă иккен, эпир питĕ лайăх пĕлекен Н.Капитонова санитарка Сталинграда хÿтĕлесе пуç хунă. Паттăрлăхшăн çĕршывăн чи пысăк наградине Ленин орденне тивĕçнĕ, шел, ăна маттур хĕр алла илсе курайман. Орден кĕнеки халĕ унăн йăмăкĕ Р.Семенова патĕнче упранать.

Автор кĕнекинче Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми тăрăшнă ентешĕсене те манман. «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ кашни ятах асăнать.

«Астăвăм вахти» пайри сăн ÿкерчĕксем Мăнçырма ялĕ хăйĕн паттăр çыннисене еплерех хисеплесе пурăннине кăтартаççĕ. Вĕсем тĕслĕ пулнăран кĕнеке пахалăхне ÿстереççĕ.

Авторĕ - В.Николаев, Мăнçырмасем çакăн пек лайăх, паха содержаниллĕ кĕнеке кăларма пултарнишĕн савăнмалла кăна. Ытти ял тăрăхĕсен тăрăшулăх кăтартса Астăвăм кĕнеки хатĕрлеме тăрăшмаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика