28 апреля 2012 г.
Çын яланах çут çанталăка, çĕре хăйĕн тусĕ вырăнне хунă, мĕншĕн тесен çут çанталăкпа çĕр-пурнăçа çуратакансем. Апла пулсан çут çанталăка та, çĕре те ачана пăхнă пек пăхмалла, упрамалла. Унсăрăн çут çанталăк илемĕ те, унăн чуна çĕклентерекен таса сывлăшĕпе юхан-шывĕ те куç умĕнчен çухалĕ.
Манăн тăван çĕршывăм аслă Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă. Вăл ешĕл вăрмансемпе, сарлака уй-хирсемпе, лăпкă юхан шывсемпе, кÿлĕсемпе, пĕвесемпе пуян. Вĕсене пире мăн асаттесем халалласа хăварнă, вĕсемпе тивĕçлĕ усă курса пурăнма пехилленĕ.
«Туслă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм», - тенĕ ваттисем. Пирĕн таврара çырма-çатра нумай. Вĕсем сарăлсах, тарăнлансах пыраççĕ. Çавна пула çулсерен вуншар гектар çĕр юрăхсăра тухать, çавăнпах тыр-пул тухăçлăхĕ чакать.
Çăлăнăç пĕрре - çырма-çатра таврашне йывăç ытларах лартмалла. Куçакан çĕре сиплĕ çерем витмелле, йывăç тымарĕсем ăна алăри пÿрнесем пек чăмăртаччăр. Ку тĕлĕшпе йăмраран лайăххи çук та пулĕ. Вăл хăвăрт çитĕнет, тымарĕсем те унăн тарăна каяççĕ. Çурхи шывăн хăватлă юхăмĕ шырлансенчен тарăн çырмасем туса яма пултарать. Шыв юхăмĕн хăватлăхне чакарма çатан картасем тытмалла, йывăçсем лартмалла.
Çут çанталăк пуянлăхĕ вĕçĕмсĕр мар, унăн нуши те пулма пултарать. Вăрмана виçесĕр касса тăнипе юхан шывсем, çăл куçсем типеççĕ, çавна пула таврари чĕр чунсем те сахалланаççĕ.
Мĕн тери киленетпĕр эпир шăрăх кун çăл куçăн таса та уçă шывĕпе! Анчах ăна тасатмасан шыв çулĕ улшăнать, çăл куç типет. Çавăнпа çăл куçсене çулсерен тасатмалла. Эпир тăвайман ĕç мар-çке ку!
Пирĕн шкула çуллахи кун пырса кĕрсен, асамлă тĕнчене лекнĕ пек туятăн. Мĕн тĕрлĕ чечек çитĕнмест-ши кунта! Çакна асамçă туман, пурне те шкул ачисем биологи учителĕ ертсе пынипе тунă. Çакăн пек чечексем кашни килте, кашни хуçалăхра ешерччĕр. Çакă та эпир тума пултарайман ĕç мар!
Йĕри-тавра кайăксен çепĕç те хаваслă юрри шăранать, чун-чĕрене тыткăна илет, кăмăла çĕклет. Епле кичем пулнă пулĕччĕ этемĕн пурнăçĕ вĕсемсĕр. Хĕл сиввине пирĕнпе 40 тĕрлĕ кайăк тÿссе ирттерет. Хĕл пирĕншĕн хаваслă, анчах та çунатлă туссемшĕн йывăр вăхăт.
Вăхăтра пулăшу парсан, çунатлисем пире çĕр хут ытла усă парĕç. Пирĕн асаттесем çакна питĕ лайăх ăнланнă. Çавăнпа чăваш ялĕсем симĕс шăналăк айĕнчи пек ларнă. Анчах та йывăçсен те ĕмĕрĕ виçеллĕ.
Пирĕн шкул ачисем вăрман хуçалăхне çулсерен пысăк пулăшу параççĕ, пиншер йывăç лартаççĕ, асăрхаса тăраççĕ.