28 апреля 2012 г.
Район прокуратури ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенче наркотиксемпе, вĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă пулăмсене, профилактика ĕçне тивĕçлĕ шайра ирттерменнине тупса палăртнă.
Вĕрентÿ ĕçĕнче шкул администрацийĕсем кали перманганачĕпе, тĕрлĕ йышши кислотасемпе усă кураççĕ, вĕсемпе усă курасси пирки Раççей Федерацинче уйрăм сыхлав йĕрки пур. РФ Правительствин Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ятарлă журналсем пулмаллине палăртнă.
Регистраци журналĕнче наркотиклă тата психотроплă япаласемпе инвентаризаци ирттернине палăртман. Çак енĕпе саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем те тупса палăртнă. Ку енĕпе Пысăк Енккасси, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Энĕшпуç, Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулсем тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 12 тĕп шкул «палăрнă».