АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полномочийĕсене ÿстернĕ

28 апреля 2012 г.

«Раççей Федерацийĕн прокуратури çинчен» тата «Нормативлă право акчĕсене тата нормативлă право акчĕсен проекчĕсене коррупцие хирĕç тĕрĕслесе экспертиза витĕр кăларасси» федераллă саккунсемпе килĕшÿллĕн Вăрмар район прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормативлă право акчĕсене тата нормативлă право акчĕсен проекчĕсене коррупцие хирĕç тĕрĕслесе экспертиза витĕр кăларассипе ĕçлет.

Мĕн вăл коррупци; Коррупци вăл - должноçри яваплă çын хăйĕн полномочисемпе, ирĕкĕпе усă курса законодательствăпа морале хирĕçлесе хăйне тупăшлă ĕçлени.

Çапла Кĕтеснер ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн «Коммуналлă пулăшу нормативĕсем çинчен» тата Шăхаль ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн «Шăхаль ял тăрăхĕн 2011-2015 çулхи социаллă пурнăçпа экономикăллă аталанăвĕн программи çинчен» йышăнăвĕсене тĕрĕсленĕ май федераллă законодательствăна хирĕçлекен самантсем тупса палăртнă. Çак йышăнусенче пурнăçа кĕртнĕ чухне коррупци патне илсе çитерме пултаракан вырăнсем тупнă. Кĕтеснер ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕ шывпа усă курнăшăн тÿлемелли нормативсене тата шывпа тивĕçтернĕшĕн тÿлемелли тарифсене çирĕплетнĕ йышăнура ял тăрăхĕн органĕсене паракан полномочисене ÿстернине палăртнă. Депутатсен Пухăвĕн çак йышăнăвне пурнăçа кĕртни коррупци патне илсе çитерме пултарнă.

Шăхаль ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн «Шăхаль ял тăрăхĕн 2011-2015 çулхи социаллă экономикăллă аталанăвĕн программи çинчен» йышăнăвне тишкернĕ май унта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ятарласа пурнăçламалли нормисене йышăннă чухне Шăхаль ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕ хăйне панă полномочисене ÿстернине тупса палăртнă.

Çак ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен йышăнăвĕсенчи нормативлă право акчĕсенчен коррупципе çыхăннă факторсене кăларса федераллă законодательствăпа килĕшÿллĕн çĕнĕрен йĕркелеме хирĕçлевсем тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика