28 апреля 2012 г.
Раççейри кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн «Çулталăкри чи лайăх кĕнекесем» 21-мĕш конкурсĕнче Чăваш кĕнеке издательстви лауреат ятне тивĕçнĕ. Н.Садюковăн «Приумножая коллекцию: записки музейного работника» кăларăмĕ (авторĕ Кавал ялĕнчен) 2011 çулта тухнăскер, «Раççейри регионсене аталантарма пулăшакан чи лайăх кĕнеке» номинацире çĕнтернĕ.
Çак кĕнекере Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн 1963-2002 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ, автор хăйĕн пурнăçне çак ĕçре ирттерни çинчен çырса кăтартнă. Тивĕçнĕ наградăна «Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнчери кĕнеке салонĕ - 2012» ятарлă ярмăркка-куравра парĕç. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕ-кĕнеке çулталăкĕпех Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри выставкăсене хутшăнĕ.
Паллах, Чăваш кĕнеке издательствишĕн çакă пирвайхи ăнăçу мар. Сăмахран, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче пĕтĕм Раççейри краеведенин тăваттăмĕш конкурсĕнче икĕ томпа тухнă «Чувашия: история и культура» этнографи тĕпчевĕ», «Вак халăхсем» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. «Элĕксен энциклопедийĕ» вара историпе краеведени справочникĕсем хушшинче мала тухнă.
2011 çулхи кăтартăва пĕтĕмлетекен конкурса 167 издательство тата Раççейри 37 регионти кĕнеке кăларакан организацисем хутшăннă, унта 645 кăларăм тăратнă. Çавăн пекех ют çĕршыври вырăс издательствисем те хăйсен кĕнекисене ярса панă.