АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картинăсен куравĕ

28 апреля 2012 г.

Районти историпе тавра пĕлÿ музейĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан В.Богданов художникăн картинисен куравĕ уçăлчĕ. Çав кунах эпир, Энĕшпуç шкулĕнчи Çар Мухтав музейĕн çумĕнчи çамрăк тавра пĕлÿçĕсен ушкăнĕ, музей ертÿçи И.Криков тата тăван ен культурине вĕрентекен З.Дмитриева хăйĕн вĕренекенĕсемпе экскурсине çитсе куртăмăр. Унта эпир шкул автобусĕпе (водителĕ В.Иванов) палăртнă вырăна часах çитрĕмĕр. Пире музей ертÿçи В.Цыфаркин, музей ĕçченĕ О.Нарсова, В.Богданов художник, А.Хованский журналист ăшшăн кĕтсе илчĕç. Унтан В.Богданов художник хăйĕн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Сăрă ăстин ĕçĕсенче тăван тавралăх, улăхсемпе вăрмансем, ĕçчен чăвашсен тирпейлĕ ял-урамĕ, кил-картишĕ, Энĕш шывĕ хĕрринчи пĕлекен вырăнсем куçа илĕртеççĕ. Тата эпир В.Богданов 1974-1975 çулсенче пирĕн шкулта учитель пулса ĕçленине пĕлтĕмĕр. Картинăсен куравĕпе тата музейпе паллашнă май ачасен ыйтусем те нумай пулчĕç, экскурси усăллă иртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика