28 апреля 2012 г.
Арапуç ял вулавăшĕнче чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш чĕлхин пуян историйĕ» информаци сехечĕ иртнĕ.
«Кала: юлташ, мĕн хаклă саншăн
Хальхи пуян çак тĕнчере?» -
Тесе ыйтсан, сывламăп ассăн,
Эс калăп пат: тăван чĕлхе!
Чăваш чĕлхи!
Чĕлхе - çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, хăйсен шухăшĕсене ыттисене каласа е çырса пĕлтерме май паракан чи кирлĕ, чи тухăçлă мел. Тĕнчере кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Чĕлхесĕр çак çĕр çинче пĕр çын та пурăнмасть. Пире ăна пĕлни кашни утăмрах кирлĕ.
Кирек хăш чĕлхере те халăх историйĕ палăрать, ахальтен мар ĕнтĕ чĕлхесене тĕпчени пысăк пĕлтерĕшлĕ наука ĕçĕ шутланать. Ун пек ученăйсене лингвистсем е чĕлхе тĕпчевçисем теççĕ. Вĕсем пулман пулсан, эпир тăван халăхăмăр епле пулса кайнине, ĕлĕк-авалтан мĕнле аталанса пынине хальхи пек туллин те тарăннăн пĕлмен пулăттăмăр.
Ачасене чăваш чĕлхине тĕпчес ĕçре нумай вăй хунă Иоганн фон Страленберг (1676-1747), Герард Фридрих Миллер (1705-1783). Вениамин Пуцек-Григорьевич, Виктор Петрович Вишневский (1804-1885), Николай Иванович Золотницкий (1829-1880), Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930), Николай Иванович Ашмарин (1870-1933) тĕпчевçĕсемпе паллаштарнă.
«Сăмах пултăр уçăмлă, шухăш пултăр витĕмлĕ» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.