АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача садĕнчи тĕл пулусем

28 апреля 2012 г.

Пурнăç тăршшĕпе çын нумай кĕтмен пăтăрмахсемпе тĕл пулать, уйрăмах ачалăхра. Пурнăç условийĕсене хăнăхса çитеймен ачасем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен тăруках мĕн тумаллине ăнланса та илеймеççĕ. Çавăнпа та ачасене мĕн пĕчĕкрен чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле. Акă Вăрмар районĕн надзор органĕсен пайĕн аслă инспекторĕ Д.Кузьмин, пушар чаçĕн инженерĕ А.Павлова, организаципе массăллă ĕçсен инструкторĕ А.Саминова Вăрмарти «Пучах» ача сачĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса вут-çулăмра хамăра епле тытмалли пирки калаçу ирттернĕ. Ача садĕнче эвакуаци, пулăшу мероприятийĕсем туса ирттерес пулсан еплерех планпа ĕçлемеллине сÿтсе явнă. Калаçу вăхăтĕнче пушар сÿнтермелли, хамăра çăлмалли чи пирвайхи хатĕрсем çинчен те калаçрĕç. Çавăн пекех ачасем вылянипе тухма пултаракан пушарсене хирĕç профилактика ĕçĕсем пурнăçласа апрель уйăхĕнче «Пушарник пулас килет» темăпа вăйă-калаçу формипе «Березка» тата «Пучах» ача сачĕсенче пушар чаçĕн инструкторĕ А.Павлова тата пушар хуралĕн вырăнти уйрăмĕн инструкторĕ А.Саминова тĕл пулу ирттернĕ. Мероприяти тĕллевĕ ачасен пушар хăрушсăрлăхĕн правилин пĕлĕвне çирĕплетесси, ачасене вут-çулăма сÿнтермелли хатĕрсемпе паллаштарасси, пушарниксен ĕçне хисеплеме вĕрентесси пулчĕ. Кунта пушар хăрушсăрлăхĕн тематикипе çыхăннă юмахсене вуласси, тĕп правилăсене сÿтсе явасси, пушар ĕçченĕн костюмне кам хăвăртрах тăхăнассипе эстафета, «ыйту-хурав» вăйă пулчĕ. Ачасем кашни конкурсах активлă хутшăнса пушарникăн çăмăл мар ĕçне ăнланма пултарчĕç. Калаçу шăпăрлансене пылак кучченеçсем, воспитательсене пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен асăрхаттарса çырнă хутсем панипе вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика