АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле вăрлăх туянмалла?

28 апреля 2012 г.

Пахчаçăсем халĕ калча туса илме хатĕрленме тытăннă тесен те йăнăшмăпăр. Кам паха çĕр хутăшĕ, тепри вăрлăх туянма васкать пулĕ.

Кунта тимлĕ пулма сĕнеççĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем. Акă çулталăк пуçламăшĕнчи тĕрĕслевсемех «Вăрлăх туса илесси» саккуна пăснă темиçе тĕслĕх палăртнă.

«Мир семян» тата «Природа» лавккасенче Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен - эппин, вĕсем усă курма юрăхлă мар - «Витаминка», «Мо», «Красное без сердцевины», «Флакке» кишĕр сорчĕсене, «Чупачупс» редис сортне сутнă.

Сăмах май, пĕлтĕр, вăрлăх сахал пулнă май, уйрăмах ытти регионтан илсе килнĕ вăрлăх партийĕсен пахалăхне тимлĕхрен çухатман. Аслă патшалăх инспекторĕ Валентина Никитина каласа панă тарăх, управлени специалисчĕсем 500 парти ытла тĕрĕсленĕ. Республикăна кÿрсе килнĕ 97 тонна тырă вăрлăхĕ маркировкăпа килĕшсе тăман. 82 тонна вăрлăхăн пахалăхĕ документсенче çырса кăтартнипе пĕр килмен. 13 тонна нумай ÿсекен курăксем тата пахча çимĕç культурисем тĕлĕшпе ятарлă сертификат пулман. Çÿлерех асăннă реестра кĕртмен пахча çимĕç культурин вăрлăхне нумай тупса палăртнă - 82 парти.

Ял хуçалăх культурисен вăрлăхне сутассипе аппаланакан юридици вăйĕнчи 73 çынна тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 45 тĕслĕх çиеле тухнă: акнă чухне - 30, сутнă чухне - 5, упранă чухне - 8, документаци ĕçне йĕркелессинче правилăсене пăхăнманни - 2. Должноçри 8 çынна 5,0 пин тенкĕлĕх штрафланă, улттăшне - асăрхаттарнă.

Пахалăха палăртас тĕллевпе лабораторире 1,45 пин тонна ял хуçалăх культурисен вăрлăхне тĕпченĕ. Шел, кăтартусем 0,36 пин тонна (12 парти) вăрлăх документсенче сорт тата пахалăх пирки çырса кăтартни тÿрре тухманнине çирĕплетнĕ.

Пĕтĕмпе вăрлăх контролĕ тĕлĕшĕпе 209 мероприяти йĕркелесе 159 йĕркесĕрлĕх тупса палăртнă: акнă чухне - 58, сутнă чухне - 90, упранă чухне - 8, документсенче - 3 тата ытти.

Асăннă ведомство специалисчĕсем вăрлăх туяннă чухне çак сĕнÿсене шута илме сĕнеççĕ. Хутаçсем çинче вăрлăх сутакан организацин ячĕ, адресĕ, телефон номерĕ пулмалла; культура ячĕ тата сорчĕ Реестртипе килĕшсе тăмалла; стандарт паллийĕ (ТУ), парти номерĕ пуррине те шута илĕр; йывăрăшне е шутне, усă курма юранин вăхăтне çырни те кирлĕ.

Вăрлăх тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралсан управление пĕлтерĕр: Шупашкар хули, 9-мĕш çурт, тел.: 54-55-61, 52-80-29.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика