АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пулнă, пур, пулатпăр...

28 апреля 2012 г.

Апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх символĕсен кунĕ.

Çавна май çак темăпа районти тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕнчи Р.Иванова библиотекарь кĕнекепе иллюстраци куравне хатĕрленĕ. Наци Гербĕ, Ялавĕ тата Гимнĕ – Чăваш Патшалăхĕн символĕсем. Патшалăх символĕсем халăх историне – унăн иртнипе пуласлăхне, йăли-йĕркине кăтартаççĕ, пĕр территорире пурăнакансене пĕрлештерсе тăраççĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем библиотекăри «Наци мăнаçлăхĕ – Чăваш Ен символĕсем» ятпа Р.Иванова библиотекарь ертсе пынă информаци сехетне хутшăнчĕç. Ачасем «Нацин чи хаклă япалисем:флаг, герб тата гимн», «Элли Михайлович Юрьев – Чăваш Республикин патшалăх гербĕн тата патшалăх флагĕн авторĕ» темăпа С.Щербакова библиотекарь (ÿкерчĕк çинче) каласа панине тимлесех итлерĕç. Мероприятире «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем: истори тата паянхи кун» ятпа электронлă презентаци иртрĕ. Юлашкинчен библиотекарьсем вĕренекенсем патшалăх символĕсем çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслесе, çирĕплетсе çак темăпа викторина ирттерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика