28 апреля 2012 г.
Раççей Президенчĕ Д.Медведев апрелĕн 26-мĕшĕнче «тÿрĕ» эфирта Раççейри пĕлтерĕшлĕ телевидени каналĕсене интервью панă.
Вăл тухса калаçнинчен 13 пункта палăртмалла. Вĕсем: «Единая Россия» партине кĕресси, В.Путинпа пĕрле ĕçлесси, пулас правительство ыйтăвĕ,политика реформи, влаçа хирĕç тăракансене, тĕрмере ларакансене каçарасси, Pussy Riotпа çыхăннă пăтăрмах, тÿресен (чиновниксен) яваплăхĕ, пенси çулне ÿстересси, коррупципе кĕрешесси, Шалти ĕçсен министерствинче, суд системинче реформăсем ирттересси, экономика аталанăвĕ, хĕллехи-çуллахи вăхăт çине куçасси.