25 апреля 2012 г.
Граждансен тĕрлĕ категорийĕсемпе паллашма тÿр килет кунĕн-çĕрĕн. Пĕрисем лайăхрах пурнăçпа пурăнасчĕ, ачисене ытларах тимлĕх уйăрасчĕ тесе тăрăшаççĕ. Ыранхи кун çине тăрă куçпа пăхаççĕ. Теприсем вара - паянхи кунпа кăна пурăнаççĕ. Кивçенле пурăнма та намăсланмаççĕ. Акă хутса ăшăтмалли тапхăр та вĕçленчĕ ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисем вара ăшăпа усă курнăшăн пуçтарăнса кайнă парăмне нумайранпа тÿлеме шантараççĕ, çапах та укçине тÿлеме васкамаççĕ. Кашнинчех тĕрлĕ сăлтав тупăнать вĕсен. Пĕри Мускава кайнă та укçасăрах таврăннă, тепри питĕрĕнсе ларнă та алăкне те уçмасть, виççĕмĕшĕ эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ - «пурнăçăн чи лайăх саманчĕсемпе» киленет, теприсем вара пачах та кунта пурăнмаççĕ. Сăмахăм вара Чулкасри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем çинчен. Паллах пурне те пырса тивмест-ха çакă. Акă пĕрисен 74 пин тенкĕ ытла парăм пуçтарăнса кайнă, теприсен - 11, 28, 60 пин ытла. Пурĕ вара çак хваттерсенче пурăнакансенчен «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятийĕ 310454,02 тенкĕ тÿлесе татасса кĕтет. Предприяти директорĕ Ю.Никитин темиçе хутчен çитсе курнă, паян та çакăнта пурăнакансене парăм татасси пирки аса илтерчĕ. Юрий Ефимович район администрацийĕн шайĕнче парăмçăсене хваттерсенчен пурăнма урăх вырăна куçармалли мерăсем йышăнмалли пирки каларĕ.