14 апреля 2012 г.
Хăйсен ĕçĕнче чи пултаруллисене палăртас тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕ шайри конкурссем иртеççĕ. Акă районти Культурăпа кану центрĕнче «Çулталăк воспитателĕ- 2012» конкурсăн финалĕ пулчĕ. Икĕ эрнене яхăн тăсăлнă конкурс 2 тапхăра пайланса иртрĕ.
Пĕрремĕш тапхăрта районти ача-пăча сачĕсенчи воспитательсем жюри членĕсене хăйсен ĕçĕпе электронлă презентаци урлă паллаштарчĕç, ют ушкăнсенче уçă занятисем ирттерчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вара «çавра сĕтел» хушшинче воспитательсем Вăрмар районĕнчи шкул çулне çитмен ачасен вĕрентĕвĕн задачисемпе малашлăх тĕллевĕсене хĕрÿллĕн сÿтсе яврĕç.
Финала тухнă 8 воспитатель тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Акă вĕсем: Энĕшпуçĕнчи «Радуга» ача-пăча садĕнчи Л.Алексеева, Вăрмарти «Колосок» 2 номерлĕ ача садĕнчи М.Захарова, Вăрмарти «Ромашка» 4 номерлĕ ача садĕнчи А.Краснова, Кĕтеснерти «Солнышко» ача садĕнчи В.Мефодьева, Арапуçĕнчи «Теремок» ача садĕнчи С.Михайлова, Вăрмарти «Березка» пĕрремĕш номерлĕ ача садĕнчи Н.Мясникова, Вăрмарти «Зоренька» 3 номерлĕ ача садĕнчи Т.Степанова, Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Колокольчик» шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнчи Е.Сурнаева. Чи малтанах конкурса хутшăнакансене райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламларĕ. Конкурсантсене «Çулталăк воспитателĕ-2012» район конкурсĕн сертификачĕсене тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «АККОНД» АУО генеральнăй директорĕн В.Ивановăн парнисене пачĕç. Мероприятире ача садĕнчи шăпăрлансем хăйсен ташши-юррисемпе, сăввисемпе тыткăнларĕç. Хăйĕн воспитателĕсене ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем саламларĕç, тав турĕç. Çапах та чи хумхануллă самант вĕçне çитичченех пычĕ. Кам тивĕçĕ-ха «Çулталăк воспитателĕ» ята? Жюри комиссийĕн председателĕ Юрий Васильевич Соколов шурă конверта уçса çĕнтерÿçĕ ятне çырса хунă хута кăларчĕ. «Çулталăк воспитателĕ» ята «Березка» пĕрремĕш номерлĕ ача сачĕн воспитателĕ Надежда Константиновна Мясникова тивĕçрĕ. Юрий Васильевич ăна Хисеп хучĕпе, Кубокпа саламларĕ, республика шайĕнчи конкурса хутшăнма ăнăçу сунчĕ.