14 апреля 2012 г.
Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ «Чăваш Республикин хысна учрежденийĕ» граждансене профессие алла илес тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ парасси администраци регламенчĕпе килĕшÿллĕн граждансене професси суйлама, ĕçе вырнаçма, профессиллĕ вĕрентĕве йĕркелеме май парать.
Профессиллĕ ориентаци вăл - çын суйласа илекен професси ĕçĕ-хĕлĕ. Çавна май професси ĕç-хĕлĕн енĕсемпе, унăн тĕсĕсемпе паллашма, хăвăр професси тĕлĕшĕнчен çитĕнÿ тума пултаратăр. Енчен те эсир ку таранччен ятарласа професси алла илеймен, пуçласа ĕç шыратăр, професси суйласа илес енчен йывăрлăхсем тÿсетĕр, професси алла илеймен пирки ĕç вырăнĕ тупаймастăр пулсан ĕçпе тивĕçтерекен центр компьютер тесчĕ витĕр тухма сĕнет, резюме хатĕрлеме, ĕç рынокĕнче кирлĕ профессипе информаци пама пултарать, ĕç параканпа тĕл пулса калаçу ирттерме пулăшать. Профориентаци енĕпе патшалăх пулăшăвĕ илес тесен çак документсене тăратмалла: анкета-заявлени, гражданин паспорчĕ, ĕç кĕнеки, инвалида тухнă категорие кĕрекен граждансем валли инвалида реабилитацилекен уйрăм программа.
2011 çулта профориентаци тата психологи тĕлĕшĕнчен 1109 çын пулăшу илнĕ, кăçалхи январь-март уйăхĕсенче - 176 çын. Профессиллĕ ориентаци тĕлĕшĕнчен пулăшу илнисенчен виççĕмĕш пайĕ - ĕçлемен граждансем.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкултан вĕренсе тухакансем çак енĕпе консультаци илме, çапла майпа вĕсем малашлăхра хăйсене кирлĕ професси суйласа илме пултараççĕ. Кашни çулах шкул ачисемпе «Профессиллĕ компас» профориентаци уйăхлăхĕ иртет. Кунта ĕç паракансемпе, тĕрлĕ профессиллĕ çынсемпе, ĕç династийĕсемпе тĕл пулусем иртеççĕ. Рабочи профессийĕсемпе тĕплĕнрех паллашас тесен предприятисене экскурсисем йĕркелени лайăхрах. Экскурси вăхăтĕнче ачасем производство ĕçĕ-хĕлĕпе, технологи процесĕпе, тĕп профессисемпе паллашаççĕ. Шкул ачисем валли профориентаци енĕпе ирттернĕ мероприятисем пурте рабочи профессине суйлассипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра электрогазосварщик, çĕвĕç, каменщик ытларах кирлĕ. Профориентаци ĕçне активлăрах йĕркелес тĕллевпе кашни çулах апрель уйăхĕнче «Эс суйлакан професси» ятпа волонтерсен республикăри акцийĕ иртет. Асăннă мероприятие районтан та шкул ачисем пур активлăхпа хутшăнаççĕ. Çавна май кашни уйăхрах «Паян - ĕмĕт, ыран - професси» ятпа акци, «Манăн герб», «Манăн ялав», «Манăн Чăваш Ен» информаци, «Манăн пулас професси» уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ.
Ĕçпе тивĕçтерес сферăра патшалăх пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе 2010 çултан пуçласа пирĕн районта ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн мобильлĕ офисĕ ĕçлет. Унăн пĕлтерĕшĕ аякри ялсемшĕн уйрăмах пысăк. 2011 çулта мобильлĕ офис ялсем тăрăх 7 хутчен тухса çÿресе вырăнти халăха усăллă пулăшу кÿнĕ. 54 çын асăннă пулăшупа пур енлĕн усă курнă. Мобильлĕ офисĕн куçса çÿрекен бригадине профориентаци енĕпе ĕçлекен специалист, ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен инспектор кĕреççĕ. Вĕсем вырăнти халăха вăхăтлăх е яланлăха ĕçпе тивĕçтерессипе, ĕç вакансисен рынокĕпе паллаштарассипе, хăйсене ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулăшассипе, профориентаци тата профессилĕ вĕрентĕве йĕркелессипе ĕçлеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн мобильлĕ офисĕ харăсах 2 çынна йышăнма пултарать. Офиссенче ĕçлеме пур условисем те йĕркеленĕ: кунта ноутбук, ытти оргтехника, ятарласа ăшă паракан система, кондиционер вырнаçтарнă. Çапла майпа хуть те хăш вăхăтра та вырăнти халăх патне тухса çÿреме, вĕсене пахалăхлă пулăшу пама майсем пур. Ноутбукра ятарласа «Раççейри ĕç вырăнĕсем» вакансисен банкĕн программине вырнаçтарнă. Çапла майпа ĕç вырăнĕ хамăр тăрăхра çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче те тупма май пулать. Сире интереслентерекен пур ыйтусемпе 2-12-02 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.