АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сентре çинче – тулли тавар

14 апреля 2012 г.

Юлашки çулсенче Вăрмар райповĕ районта çĕнĕ лавккасем уçас, пуррисене çĕнетес енĕпе чылай пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçларĕ. Акă иртнĕ кунсенче поселокра тепĕр çĕнетнĕ лавкка - «Органика» - уçăлчĕ.

Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов, райпо правленийĕн председателĕ Е.Харитонова, вырăнти халăх хутшăнчĕç.

Асăннă лавккана уçнă май К.Никитин Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине, юлашки вăхăтра вăл ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртрĕ. «Эсир патшалăхăн халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă программăсене хастар хутшăнатăр. Вырăнти ял çыннисене, хресчен (фермер) хуçалăхсене ытлашши çимĕçе вырнаçтарса тупăш илме пулăшатăр, район экономикине курăмлă тÿпе хыватăр», - терĕ вăл.

Райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов палăртнă тăрăх, асăннă лавккара сутакан продукци экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă. Тепĕр майлă каласан вăл уй-хиртен лавкка сентри таран çитнĕ. Продукци ассортименчĕ те пуян. Кунта «Вăрмарти çăкăр завочĕ», райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăсен, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики», «Акконд», «Чувашский бройлер» акционерсен уçă обществисен, «Юнимилк» тулли мар яваплă обществăн, Етĕрнери, Вăрнарти, Шупашкарти аш-какай комбиначĕсен паха продукцине туянма пулать. Çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем, тĕрлĕ йышши кăлпасси, аш-какай, çурма фабрикатсем, пельменсем, консервланă изделисем, пахча çимĕç, тĕрлĕ йышши салатсем, улма-çырла тата ытти те пур кунта. Вĕсен хакĕ те пасар хакĕнчен чылай йÿнĕрех.

Сергей Николаевич çавăн пекех вырăнти халăх ыйтнипе тĕш тырă, пахча çимĕç тата ытти продукципе тивĕçтерессине йĕркеленине те каларĕ. Вăрмар райповĕ кашни лавкка уçмассерен чăн-чăн уяв ирттерет.

«Органика» лавкка уçма пухăннă халăх та «АККОНД» кондитер фабрикин, «Вăрмарти çăкăр завочĕ», райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăсен продукцине тутанса пăхрĕ. Чылайăшĕ ку лавккаран тулли сумккасемпе тухрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика