АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 40 çул руль умĕнче

11 апреля 2012 г.

1954 çулхи август уйăхĕне Энтриялĕнчи Иван Ивановичпа Елена Ивановна çемйинче çирĕп те сывă ывăл ача Виталик çут тĕнчене килет. Шкул çулне çитсен Энтриялĕнчи вăтам шкула пĕлÿ илме çÿренĕ. Шкул вĕсемпе юнашарах пулнăран Виталий шкултан тухма та пĕлмен, унта иртекен мероприятисене хутшăннă, çамрăклах купăс калама вĕреннĕ, концертсене хутшăннă.

Ашшĕ, Иван Иванович Иванов, колхоз-совхозра механизаторта (тракторист, комбайнер) пулса ĕçленĕ май Виталий шкулта вĕреннĕ чухнех (çуллахи каникулсенче) ашшĕпе пĕрле прицепщикра ĕçленĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен Совет çарне кайма тивĕçлĕ пулать.

1972-1974 çулсенче салтак тивĕçне Венгри çĕршывĕнче пурнăçлать. «ГАЗ-469» автомашинăпа командира турттарать. Хĕсметрен таврăнсан 1974 çулта Вăрмарти автотранспорт предприятине водитель пулса ĕçлеме кĕрет, паянхи кунчченех çак предприятинче ĕçлет.

Ĕçре палăрнăшăн Виталий Ивановичăн Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем сахал мар. 1978, 1979, 1980 çулсенче Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçнĕ, 1981 çулта КПСС Чăваш обком бюровĕн Хисеп грамотине параççĕ. 2011 çулта вара Раççей Федерацийĕн автотранспорт пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотине тивĕçет. Мăшăрĕпе, Татьянăпа, 2 хĕр пăхса ÿстернĕ. Татьяна ялти ача-пăча садĕнче воспитательницăра ĕçлет, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать, концертсенче халăха юрăсемпе савăнтарать. Аслă хĕрĕ, Лариса, суту-илÿ ĕçне вĕренсе тухнă, ĕçлет. Кĕçĕнни, Катя, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 4-мĕш курсра вĕренет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика