11 апреля 2012 г.
Сивĕ, хаяр хĕл кунĕсем хыçала юлчĕç ĕнтĕ. Урамра апрель хуçаланать. Çуркунне хĕллене часах парăнтараймасть-ха. Акă халĕ те шурă юрĕ кашни кун çукаласах тăчĕ. Çемçе юр çĕр çине шурă мамăк çивиттипе витсе хурать. Анчах та халь çăвакан шурă юр вăл нумай выртаймасть. Сарă хĕвел хăйĕн ăшшипе юра часах ирĕлтерме пуçларĕ. Унтан шыв кÿлленчĕкĕсем пулса çырмасенче шарласа юхма тытăнчĕ.
Çуркунне çитни таврара ытларах та ытларах палăрма пуçлать. Кун вăрăмланать, çанталăк ăшăтса пырать. Выльăхсем те ăшă витерен картишне тухасшăн. Часах шурă юрĕ ирĕлсе пĕтет ĕнтĕ. Вара йывăçсем ешерме тытăнаççĕ. Чи хитре те илĕртÿллĕ вăхăт пуçланать. Юрататăп эпĕ çуркуннене!