АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ĕç курăмлă тата яваплă

11 апреля 2012 г.

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче унăн пуçлăхĕ С.Семенов ертсе пынипе видеоçыхăну мелĕпе коллеги иртнĕ. Коллегире пăхса тухнă тĕп ыйту Чăваш Республикин шалти ĕçсен органĕсенче служба дисциплинине, саккунлăхне çирĕплетес тата воспитани ĕçĕсене лайăхлатас мерăсене пăхса тухасси пулчĕ. Видеоçыхăну мелĕпе унта ШĔМĕн районти уйрăмĕсем те, çав шутра муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ĕçченĕсем те хутшăнма пултарчĕç:муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов, районти обществăлла канашăн членĕ В.Нестеров, районти ветерансен организацийĕн Канашĕн председателĕн заместителĕ В.Александров тата ытти яваплă çынсем.

Аттестаци те пулăшмарĕ

Çирĕп аттестаци витĕр тухнă, полици пулма юрăхлă сотрудниксем кăна юлмаллаччĕ шалти ĕçсен пайĕнче. Çапах та полици представителĕсем хушшинче халĕ те саккуна пăсаканнисем, йĕркелĕхпе тасалăх тĕлĕшĕнчен аякра тăраканнисем тупăнсах тăраççĕ. Акă Хусанта пулса иртнĕ пăтăрмах хыççăн Тутар Республикин ШĔМ пуçлăхĕ те отставкăна кайма ыйтса заявлени çырнă. ЧР полицин штатра тăракан сотрудникĕсемпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ И.Шумов полици сотрудникĕсем ĕç вăхăтĕнчех саккуна пăснă тĕрлĕ тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ, çапла сотрудниксене аттестаци витĕр кăларнă чухне тата та тимлĕрех, дисциплина тĕлĕшĕнчен çирĕпрех пулмаллине палăртрĕ. Хăйсен службăри тивĕçĕсемпе усă курса криминаллă тĕнчепе çыхăннă сотрудниксен ячĕпе те кăçал уголовлă ĕçсем пуçарнă. ЧР ШĔМ муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем дисциплинăна пăснă тĕслĕхсем сахалланнă: 2012 çулта - 3, 2011 çулхи çак тапхăрта 8 пулăм пулнă.

Ĕçри лару-тăруран нумай килет

Коллегире Кирилл Патриархăн Мускавра иртнĕ канашлура çырса илнĕ сăмахне итлеме май пулчĕ.Çапла полици ĕçченĕсене вăл больницăра инфекци уйрăмĕнче ĕçлекен тухтăрсемпе танлаштарчĕ. Полицисем çак тухтăрсем пекех ку е вăл чирпе (алкоголизм, наркомани, психика тĕлĕшĕнчен хавшани) кĕрешеççĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ăнăçсăр лару-тăрура ĕçлеççĕ, кунне темиçешер хутчен те нерв системине хавшатакан пулăмсемпе тĕл пулаççĕ. Хăйсем те сисмесĕрех çак авăра кĕрсе ÿкеççĕ, преступлени тăвакансен чирĕпе «чирлеççĕ». Чăтăмлăраххисен «иммунитет» йĕркеленет, теприсем - хуçăлаççĕ.

Йывăрлăхран тухмалли çулсем

ШĔМ обществăлла канашĕн тата шалти çарсен ветеранĕсен председателĕ М.Киселев шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекен çамрăк кадрсене ĕçре вĕрентсе пыма полици ветеранĕсене явăçтармалли пирки каларĕ. Саккун хуралçисене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тĕн училищин ректорĕ Михаил протоиерей пулăшу пама шантарчĕ. «Чувашия» ЧПТРК директорĕ Е.Ижендеева массăллă информаци хатĕрĕсем урлă полици сăнарне лайăх енĕсенчен кăтартасси пирки каларĕ. Чи лайăх следовательсемпе участковăйсем çинчен, «Манăн атте - полицейски» ятпа хатĕрленĕ кăларăмсем йĕркелеме сĕнчĕ. «Раççей хаçачĕсенче тата телекăларăмĕсенче журналистсем полици ĕçченĕсен кашни пĕчĕк йăнăшне пур енчен те тĕплĕн кăтартса параççĕ, вăрă-хурахсен пĕрлешĕвĕсене аркатнă чухне пуçне хунă сотрудниксем çинчен вара пĕр йĕркепе кăна асăнса хăвараççĕ: ячĕсĕр, хушамачĕсĕр. Ытти вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ мар», - терĕ ЧР ШĔМ министрĕ С.Семенов.

- Полици ретне паянхи обществăра çитĕннĕ, ашшĕ-амăшĕ, шкул çитĕнтернĕ çамрăксем килеççĕ. Министр полицейскисен пысăк йышĕ Çурçĕр Кавказа командировкăсене çÿренине те аса илтерчĕ: «Арçынсем - çуршар çул ютра. Вĕсем хăйсене ялан хăрушлăхра туяççĕ, çакнашкал лару-тăрура пурăнни çынна хуçать. Çавăнпа та пирĕн çамрăк кадрсене, опытлă сотрудниксене професси тĕлĕшĕнчен деформациленессинчен сыхласа хăварас тесе нумай ĕçлемелле», - терĕ Сергей Евстафиевич.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика