11 апреля 2012 г.
Çак кунсенче РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче видеоçыхăну мелĕпе «Вĕренекен çамрăксем хушшинче пенси пĕлĕвне ÿстересси» вĕрентÿ проектне пĕтĕмлетессипе пресс-конференци иртнĕ. Çак вĕрентÿ проектне тата «Манăн шухăш» сочиненисен конкурсне Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева тата ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева пĕтĕмлетрĕç.
Мероприятие видеоçыхăну мелĕпе Пенси фончĕн район-хулари управленийĕсем, вĕренÿ ĕçченĕсем, республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Раççей Пенси фончĕн вĕренÿ проекчĕ çĕршывра 2011 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăй илчĕ. Ку проекта пирĕн республикăра ЧР Вĕрентÿ министерствипе Пенси фончĕн уйрăмĕ çирĕплетнĕ килĕшÿ тăрăх пурнăçланă. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ район шайĕнче пулнă. Пенси фончĕн район-хулари управленийĕсем 134 учрежденире вĕренекен 310 каччăпа хĕрĕн ĕçне тишкернĕ, чи лайăх 100 сочинение республикăри конкурса янă. РФ Пенси фончĕ пенси программисене ăнлантарса парас тĕллевпе «Пĕтĕмпех пулас пенси çинчен» ятарлă пособи кăларнă. Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕнче те видеоçыхăну мелĕпе конференцире сÿтсе явнă ыйтусемпе паллашма май пулчĕ. Р.Кондратьева палăртнă тăрăх асăннă проекта хамăр хутлăхра ăнăçлă пурнăçланă, унăн усси куç умĕнчех: вĕренекен çамрăксем пулас пенси çинчен хăйсем кăна пĕлнипе çырлахмаççĕ, кун пирки ыттисене ăнлантарса пама пултараççĕ. Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленине çак конкурса хутшăннă шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем пуçтарăнчĕç.
Чи малтанах пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн начальникĕ Г.Усков, пай начальникĕ Т.Васильева ачасене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Пенси программисене ачасем хăйсем мĕнле ăнланнă тăрăх сочиненисем çырнă. Пирĕн район ачисем Пенси фончĕн районти Управленине 9 ĕç тăратнă, вĕсенчен 4-шне республика шайне ярса панă. Ачасемшĕн пенси тематики çăмăлах мар, паллах. Çапах та вĕсен шухăш-кăмăлĕ пуян. Çапла май ачасем конкурса хутшăнса пурнăçăн çĕнĕ предмечĕпе паллашрĕç. Конкурс комиссийĕ 12 çĕнтерÿçĕне палăртнă - 4 номинацире 3-шер çĕнтерÿçĕ. Ачасен ĕçĕсене хакланă май комисси членĕсем темăна уçса парассине, аргументсемпе, тĕслĕхсемпе çирĕплетнине, харпăр хăй шухăшне пĕлтернине, ансат чĕлхепе çырнине шута илнĕ.
Мероприяти вĕçĕнче Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕнче ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсене унăн начальникĕ Георгий Васильевич Тав хучĕсемпе пĕчĕк парнесем пачĕ.