11 апреля 2012 г.
терĕ «Шигали» хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов çур акине хатĕрленес ĕçсем еплерех пынипе кăсăклансан. Хуçалăхра ял хуçалăх техникине çур аки валли юсас ĕçсене вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ. О.Воробьев, П.Филиппов механизаторсен ÿркенмен аллисем темĕнле кăткăс техникăна та «чун» кĕртме пултараççĕ. Вĕсене çак ĕçре пуян опыт пухнă О.Александров ăста специалист ертсе пырать. Механизаторсем каланă тăрăх, кăкарса ĕçлемелли пур агрегат та ĕçе хатĕр, вĕсене кăштах кăна пăхса ямалла.
Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ. Çавăнпа та Шăхальсем вăрлăх хатĕрлессипе те нумай çул хушши тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. Урпан «Эльф», çурхи тулăн «Тулайковская-10» вăрлăхне 400 тонна яхăн алласа кондицие лартнă. Вăрлăх хатĕрленĕ çĕрте Н.Иванов, В.Соколов, Ю.Данилов, С.Пуклаков, В.Тарасов рабочисем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Н.Долгов водитель ГАЗ-53 автомашинăпа вăрлăхлăх тырра турттарса тăрать. Вĕсен ĕçне хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Тапинов пĕлсе йĕркелесе пырать.
- Кăçал çурхисене 1200 гектар çинче акма палăртнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсене агротехника вĕрентĕвне тĕпе хурса кĕске вăхăтра ирттерме тăрăшăпăр. Урпапа тулăсăр пуçне сĕлĕ, хуратул акса хăварма планланă. Мĕн пур вăрлăха минераллă удобренисемпе пĕрле кăна акатпăр. Ун валли çитес кунсенче 120 тонна удобрени кÿрсе килмелле. Кĕркунне акса хăварнисем йĕркеллех хĕл каçнă. Хуçалăх ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене апатлантарма хатĕр, уй-хир юртан тасаласса çеç кĕтеççĕ. Çур аки ĕçĕсене ирттерме патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă куратпăр. «Лукойл» акционерсен уçă обществинчен çăмăллатнă майпа март уйăхĕнче 4 тонна дизтопливо кÿрсе килтĕмĕр, апрель уйăхĕнче тата 15 тонна илсе килме планланă. Ака-суха вăхăтĕнче хуçалăхра 30 яхăн çын вăй хурать. Çур акине хутшăнакансене апата вырăна тухса çитерессине йĕркелетпĕр, - тесе паллаштарчĕ хăйĕн хуçалăхĕпе Анатолий Витальевич Ульянов.
Малашлăхĕсем анлă, тĕллевĕсем пысăк Шăхальсен. Апла пулсан вĕсене хресченĕн пархатарлă та йывăр ĕçĕнче ăнăçу сунмалли çеç юлать. Хастарлăхĕ вара Шăхальсен такам валли те çитмелле.