АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусем анлă

11 апреля 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Юстици министрĕ Н.Прокопьева çурхи призыва хатĕрленни çинчен каласа панă. Вăл июлĕн 15-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта Чăваш Енрен 3 пин çамрăка çар службине ăсатмалла. Кĕрхи призыв вăхăтĕнче 1470 çын çар ретне тăнине шута илсен - самай пысăк кăтарту. Ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Çамрăксене медицина енĕпе тĕрĕслеççĕ. Министрсен Кабинечĕ тивĕçлĕ норма никĕсне йышăннă. «Çар служби - пурнăçăн лайăх шкулĕ», - тенĕ М.Игнатьев республика призыв планне ăнăçлă пурнăçласса шаннине палăртса.

Районсемпе хуласен администрацийĕсен, ЖКХ организацийĕсен газшăн, электроэнергишĕн тÿлемелли парăмĕсемпе çыхăннă ыйтупа строительство министрĕ В.Громов сăмах илнĕ. Газ тĕлĕшпе Вăрмарсен парăмсем пуррине палăртнă.

Вырăнсенчи бюджетсен шучĕпе тытса тăракан тытăмсен электроэнергишĕн тÿлеменнине пула капланнă парăмĕсем пирки те уйрăм калаçу пулнă.

М.Игнатьев должноçри çынсем яваплăха туйманни çинчен каланă, парăмсене кĕске вăхăтрах татма хушнă.

ЧР граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш çурхи ейÿпе çыхăннă ĕç-пуçпа паллаштарнă.

Республика Пуçлăхĕ ейÿ тĕлĕшпе сыхă та хатĕр пулма, тивĕçлĕ службăсене вырăна тухса тĕрĕслеме хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика