07 апреля 2012 г.
Чăваш Республикинчи çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕ çар службинче пулнă 30 çултан аслă мар, тулли вăтам пĕлÿллĕ граждансене контракт енĕпе тепĕр хут çар службине тăма чĕнет.
Служба Самар облаçĕнчи Рощинский поселокра вырнаçнă мотострелоксен 15-мĕш, çак облаçри Кряж поселокĕнче вырнаçнă мотострелоксен 23-мĕш уйрăм, 105-мĕш бригадăсенче, Екатеринбургри мотострелоксен 28-мĕш уйрăм бригадăра, Душанбе хулинче вырнаçнă 201-мĕш çар базинче, Оренбург облаçĕнчи Тоцкри мотострелоксен 21-мĕш уйрăм бригадăра, Алкинăри инженерин 12-мĕш уйрăм бригадинче, Тольятири ятарлă тĕллевсем пурнăçлакан 3-мĕш бригадăра, Елань хулинчи 473-мĕш вĕрентÿ центрĕнче, артиллерин Пермьри 385-мĕш бригадинче, Челябинск облаçĕнчи Чабаркуль хулинче вырнаçнă 7-мĕш уйрăм танк бригадинче çар тивĕçне пурнăçлама пулать. Çавăн пекех контракт енĕпе Шалти ĕçсен Министерствин шалти ĕçсен çарĕнче, Тинĕс çар флочĕн, Сывлăш çар десанĕн чаçĕсенче те хĕсметре тăма пулать.
Душанбере вырнаçнă 201-мĕш çар базине илес пулсассăн, унта контракт енĕпе тăракансен шалăвĕ 28 пинрен 38 пин тенкĕ таран (çар званине шута илсе) пулĕ. Кашни кварталта тÿлекен преми шайĕ - 40 пин тенкĕ таран. Службăра пулнă пĕр уйăх виçĕ уйăхпа танлашĕ. Тĕплĕнрех пĕлес текенсене çак адреспа кĕтеççĕ: Вăрмар поселокĕ, республикăри Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕ.
Тел.: 8 (83544) 2-15-70, 2-13-64.