07 апреля 2012 г.
Пысăк Енккассинче пурăнакансем Валериан Анатольевич Гаврилова лайăх пĕлеççĕ, пултарулăхĕнчен тĕлĕнеççĕ. 1979 çулта Пысăк Енккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Архангельскри тинĕс шыв çÿрев училищине вĕренме кĕрет. Унтан вĕренсе тухса судоводитель-техник квалификацине илет. Чăваш каччи «Севрыбпромразведка» управленийĕн пулă промышленноçĕн флочĕн карапĕ çинче капитан пулăшуçи пулса ĕçлеме тытăнать.
Кунпа çеç çырлахмасть мал ĕмĕтлĕ çамрăк. 1985 çулта Мурманскри аслă инженерсем хатĕрлекен тинĕс училищинче пĕлĕве малалла тăсать. Обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать. Вĕреннĕ вăхăтра ăна училищĕри комсомол комитечĕн секретарьне суйлаççĕ. 1991 çулччен тăрăшать вăл комсомол тытăмĕнче. Вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Валериан Анатольевич Мурманскри студентсен отрячĕн облаçри штабĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçлать. 1996 çулта пирĕн ентеше «Çамрăксен ĕç биржи» муниципаллă учрежденин директорĕн должноçне сĕнеççĕ. Шанса панă ĕçе тÿрре кăларассишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, тăрăшулăхне парать. 2003 çулта Мурманскри профессиллĕ аслă пĕлÿ паракан «Патшалăх службин Çурçĕр-Хĕвеланăç академийĕнчен» вĕренсе тухать, менеджер специальноçне илет. 2004 çултанпа вăл - пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан «4-мĕш номерлĕ профессиллĕ училищи» патшалăхăн облаçри учрежденийĕн директорĕ. Çав çулхинех экономика наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕлет. Унăн пултарулăхне кура 2007 çулта В.Гаврилова Мурманскри профессиллĕ аслă пĕлÿ паракан «Патшалăх службин Çурçĕр-Хĕвеланăç академийĕ» Федераллă патшалăх учрежденин кафедра заведующийĕ пулма суйлаççĕ. 2009 çулта профессиллĕ аслă пĕлÿ паракан «Мурманскри экономика тата управлени академийĕ» учрежденин директорĕнче ĕçлеме пуçлать. 2010 çулта ăна «И.И.Месяцев ячĕллĕ Мурманскри тинĕс пулнă промышленноçĕн колледжĕ» профессиллĕ вăтам пĕлÿ паракан федераллă учрежденин начальникĕн заместителĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Пирĕн ентеш обществăлла ĕçсенче те хастар. 1995 çултанпа вăл - Мурманскри Чăваш Ен культура обществин председателĕ. 2005 çултан пуçласа 2008 çулсенче Мурманск облаçĕн Правительстви çумĕнче наци ыйтăвĕсемпе консультаци Канашĕн председателĕ пулнă.
Мурманскра тĕпленнĕ В.Гаврилов тăван Пысăк Енккассине те манмасть. Ачасен çуллахи каникул вăхăтĕнче çемйипех тăван яла килет. Тавралăх илемĕпе киленет, спорт мероприятийĕсем йĕркелет.
- Юлашки халăх çыравĕпе Мурманск облаçĕнче 3000 яхăн чăваш пурăнать, - тет Валериан Анатольевич. - Мурманск герой-хула кунне уявланă чухне кашни çулах фестивальсем йĕркелетпĕр. Чăвашсем ытти наци çыннисене юрри-ташшисемпе, наци культурин пуянлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Чăваш футболисчĕсем вара ăста выляма пултарнипе палăрса тăраççĕ. 2011 çулта чăвашсен пĕрлештернĕ команди Мурманск облаçĕн чемпионĕ ята çĕнсе илчĕ, - савăнăçлăн пĕлтерет «Чăваш Ен культура обществин» председателĕ, футбол командин тренерĕ Валериан Гаврилов.
Калаçăва малалла тăснă май вăл общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «2011 çулхи октябрĕн 15-16-мĕшĕсенче Мурманскра «Пĕрлĕх» наципе культура пĕрлешĕвĕсен фестивалĕ иртрĕ. Ăна Мурманск хула-герой 95 çул тултарнине халалланă. Фестиваль тĕллевĕ хулара пурăнакан нумай нациллĕ халăхăн ырă йăли-йĕркисене упраса хăварасси, çынсене физкультурăпа спорта анлăрах явăçтарасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, Мурманск хулинче мини-футбола аталантарасси тата пропагандăласси. Фестиваль хулари Спорт керменĕнче иртрĕ. Мини-футболла вылянисĕр пуçне наци культура пĕрлешĕвĕсен творчество коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Савăнăçлă мероприяти наци пĕрлешĕвĕсен командисен парадĕнчен пуçланчĕ. Чи малтанах выляма «Чăваш Ен» тата грузинсен «Мшвидоба» культура обществисен командисем тухрĕç. Чăвашсем грузинсене 4:0 шутпа çĕнтерчĕç.
Иккĕмĕш кунĕнче çурма финалти ăмăртусем иртрĕç. Чăвашсен командисĕр пуçне çурма финала çавăн пекех «Евразия» (вырăнти казахсен организацийĕ), «Русичи» (Мурманск облаçĕнчи украинсен пĕрлешĕвĕ) тата «Летува» (Литвасен культура пĕрлешĕвĕ) командăсем тухрĕç. Пирĕн «Евразия» командăпа выляма тиврĕ. Чăваш футболисчĕсем хăйсене шанчăклăн тытрĕç. Шел, пĕрремĕш таймра казахсем пирĕн хапхана пĕр мечĕк тапса кĕртрĕç. Пĕтĕмĕшле итогсемпе вара чăвашсем 6:4 шутпа выляса илчĕç. Олег Колыванов вратарь уйрăмах лайăх вылянине палăртмалла.
Иккĕмĕш çурма финалта «Русичи» команда «Летува» командăна çăмăллăнах çĕнтерчĕ. Финалти матч йывăр иртрĕ. Малтан нумайăшĕ çапла калаçрĕç: «Хăш команда мечĕке малтан тапса кĕртет - çавă çĕнтерет». Чăвашсен команди пĕрремĕш таймра 2:0 шутпа выляса ячĕ. «Русичи» командăн хапхине тапса кĕртме майсем сахал мар пулчĕç пулин те. Иккĕмĕш таймра чăвашсем хăйсен характерне, ăсталăхне кăтартрĕç, 4 мечĕк тапса кĕртрĕç. Курма пынисенчен чылайăшĕ чăваш командишĕн пăшăрханчĕç, ăна хавхалантарма тăрăшрĕç. Футболистсем вĕсен шанăçне тÿрре кăларчĕç. Çапла вара Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди Мурманск облаçĕн чемпионĕ ята тивĕçрĕ. Мурманск облаçĕнчи «Чăваш Ен» культура обществин» чысне Р.Лавровский, Е.Синельник, А.Зырянов, А.Украинский, О.Колыванов, В.Крикотов, И.Фуртиков, Б.Костыркин, Д.Осипов фктболистсем пултаруллăн хÿтĕлерĕç. Р.Садакова юрăç таймсем хушшинчи пушă вăхăтсенче куракансене чăваш юррисемпе савăнтарчĕ» - кăмăллăн калаçать Валериан Анатольевич. Пирĕн ентеш, экономика наукисен кандидачĕ Валериан Анатольевич Гаврилов пурнăç уттипе тан пыракан пултаруллă та пуçаруллă çын. Вăл симпозиумсене, ăсталăх тата вĕрентÿ енĕпе ирттерекен тĕнче пĕлтерĕшлĕ фестивальсемпе канашлусене тăтăшах хутшăнать. Иртнĕ çулхи июль уйăхĕнче Финляндири Рованием хулинчи Лапланд университетĕнче ирттернĕ симпозиумра Исланди Президенчĕпе О.Гримссонпа паллашнă. Хаклă хăна пирĕн ентеше хăйсен çĕршывне пырса курма чĕннĕ.