АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район чысне республикăра хÿтĕлĕç

07 апреля 2012 г.

Март уйăхĕн вĕçĕнче районти шкулсенче иртнĕ «Чи пултаруллă класс ертÿçи» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пынă. Унăн тĕллевĕ - класс ертÿçин ĕçне курăмлă уçса парса пĕлтерĕшлĕхне палăртасси. Конкурса 23 класс ертÿçи хутшăнма кăмăл тунă, профессин ăсталăхĕпе паллаштарнă. Вăхăт ыйтнипе килĕшÿллĕн жюри членĕсем классен сайчĕсене те пăхса тухнă. Виçĕ номинаципе хакланă конкурсантсене. Çапла вара пуçламăш классенче вĕрентекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна М.Данилова (Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул), Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти Т.Егорова иккĕмĕш, Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти С.Долгова виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Вăтам классенчи класс руководителĕ» номинацире Т.Шмелева (вăл 7-мĕш класс ертÿçи, Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул) - пĕрремĕш вырăнта. И.Петрова (Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, 9-мĕш класăн руководителĕ) иккĕмĕш пулнă. Аслă классенчи класс руководителĕсенчен пĕрремĕш вырăна Пысăк Енккассинчи 10-мĕш класа ертсе пыракан И.Иванова тивĕçнĕ.

Чи пултаруллă класс руководителĕсем апрелĕн 20-мĕшĕччен иртекен республикăри конкурса хутшăнĕç. Район чысне М.Данилова, Т.Шмелева, И.Иванова хÿтĕлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика