АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупци ыйтăвĕпе

07 апреля 2012 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе ĕçлекен координаци канашĕн иртнĕ ларăвĕнче М.Игнатьев В.Путин премьер Президент суйлавĕ умĕн кăларнă статйисенчен пĕринче тарăн тымар янă коррупцие тĕп тумаллине пусăм тусах палăртнине аса илтернĕ. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçлесси патшалăх органĕсем, общество институчĕсем, бизнес-пĕрлĕх алла-аллăн пулнинчен нумай килет.

Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтĕр коррупци ыйтăвĕсене мĕнле çутатнине тишкернĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - коррупцие питлекен материалсен шучĕ хыççăн хăвалани тепĕр чух «тухатмăшсене тапăнмалли сунара» çаврăнать. Журналистсем сенсацишĕн çунни паллă, анчах вăл е ку чиновник хăтланăвĕсене тăрă шыв çине кăларнă май çакăн сăлтавĕсене, ăна çапла тума мĕн хистенине те ăнланма тăрăшмалла.

Массăллă информаци хатĕрĕсен ыйтăвĕпе Культура министрĕ Р.Лизакова доклад тунă, пресса коррупципе кĕрешес ĕçре лайăх инструмент пулнине палăртнă. Асăннă ыйтупа прокуратурăпа, ытти тытăмпа пĕрле тĕрлĕ канашлу ирттернĕ, журналистсен хушшинче конкурссем йĕркеленĕ, хаçатсенче ятарлă страницăсем, телеэфирта ятарлă кăларăмсем тухаççĕ.

Патшалăхăн влаç органĕсем коррупцие хирĕç мерăсем йышăннин кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен прокурорĕ В.Метелин паллаштарнă. Пĕлтĕр патшалăх саккасĕсене вырнаçтарас енĕпе саккуна пăснă 426 тĕслĕх тупса палăртнине пĕлтернĕ. Çав шутра - пурнăçламан ĕçшĕн тÿлени, ĕçсене конкурссăрах пурнăçлаттарни... Пĕтĕмĕшле илсен патшалăх влаçĕпе патшалăх службине хирĕç тунă преступленисем пĕлтĕр чакнă - унашкал 470 тĕслĕх. Службăри ултав тĕслĕхĕсем сахалланнă, çав вăхăтрах сĕтев (взятка) илни е пани (113 преступлени), должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни, должноç полномочийĕсен картинчен тухни нумайланнă.

Шалти ĕçсен министрĕ С.Семенов та коррупципе кĕрешесси юлашки çулсенче ШĔМшĕн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри пулса тăнине çирĕплетнĕ. Иртнĕ çул коррупци сĕмĕллĕ 700 преступление шута илнĕ. Полици ку енĕпе кăçал та çине тăрса ĕçлет - виçĕ уйăхра регистрациленĕ преступленисен шучĕ 100 патнелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика