07 апреля 2012 г.
Пирĕн районта кашни çулах «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс иртет. Кашнинчех вăл хăйнеевĕрлĕхĕпе куракансене тыткăнлать. Унăн тĕп тĕллевĕ - пултаруллă вĕрентекенсене хавхалантарасси, вĕсен ĕçне тивĕçлĕ шайра хакласси. Кăçалхи çул асăннă конкурса районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен 16 вĕрентекен хутшăнчĕç.
Районти Культурăпа кану центрĕнче «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2012» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Ăна савăнăçлă лару-тăрура райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов уçрĕ. Конкурса хутшăннă пултаруллă та маттур вĕрентекенсене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ячĕпе саламларĕ, йывăр та çав вăхăтрах çамрăк ăрăва кирлĕ, пархатарлă профессипе тăрăшакансене ырлăх, творчествăлла çитĕнÿсем сунчĕ. «Вĕрентекен паха пĕлÿ панисĕр пуçне ачасен пурнăçĕнче ашшĕ-амăшĕ те пулмалла, вĕсен дисциплинăна тытса пыма та, хавхалантарма та пултармалла», - терĕ Ю.Соколов. Çавăн пекех çĕнтерÿçĕ вĕрентекенсен эмблемине «Хрусталь пеликана» тивĕçессине палăртрĕ. Авалхи сăмах тăрăх, çак кайăк Нил тăрăхĕнче пурăннă, вăл хăйĕн чĕпписем выçăпа ан вилччĕр тесе хăйĕн юнне ĕçтернĕ. Вĕрентекене те çак кайăкпах танлаштараççĕ, мĕншĕн тесен вăл ачасене паха пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас тесе хăйĕн пур ăс-тăнне, вăй-халне парать.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 9 вĕрентекен тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç. Акă вĕсем: Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Т.Голубева, Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен В.Иванова, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта математика предметне вĕрентекен Ю.Кузьмина, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта математика предметне вĕрентекен А.Никифорова, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Антипова, Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физика предметне вĕрентекен Е.Краснова, Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта информатика предметне вĕрентекен С.Хмелев, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Семенова, Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Н.Яндутова.
Вĕрентекенсен финала тухма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Икĕ эрне вĕсем уçă уроксем, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем, класс сехечĕсем, мастер-классем ирттерчĕç.
Çавăн пекех çавра сĕтел хушшинче вĕрентекенсен канашĕ иртнĕ. Унта вĕрентÿ пахалăхне ÿстермешкĕн, ачасен сывлăхне çирĕплетмешкĕн актуаллă ыйтусене пăхса тухнă. Пысăк активлăхпа палăрнă вĕрентекенсем район администрацийĕн, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
«Çулталăк вĕрентекенĕ - 2012» уявăн чи хумхануллă саманчĕ çĕнтерÿçĕ ятне палăртнă вăхăтра пулчĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çак ята Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Татьяна Вячеславовна Голубева тивĕçрĕ. Вăл вара вĕрентекенсен республикăра иртекен конкурсĕнче пирĕн районти учительсен чысне хÿтĕлĕ.