04 апреля 2012 г.
Чăваш Республикинчи Росреестр Управленийĕн Вăрмар районĕнчи пайĕ нумаях пулмасть Кавал ял тăрăхĕнчи граждансем патне çитсе вĕсенчен правăна çирĕплетекен патшалăх докуменчĕсем йышăннă. Çавăн пекех асăннă ыйтупа вĕсем Кивĕ Вĕренер, Пăвакасси ялĕсене те çитсе курнă. Специалистсем граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă: еткерлĕхпе куçакан пурлăха свидетельствăпа çирĕплетесси, «дача амнистийĕпе» çыхăннă ыйтусене пăхса тухасси, çĕр пайĕ пур çынсем ăна илме килĕшменни тата ытти те.
2010 çулта «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси» саккуна улшăнусем кĕртнĕ, çавăнпа та хуть те хăш вăхăтра та ку е вăл çын çĕр пайĕ кирлĕ маррине пĕлтерме пултарать.Ун пек чухне патшалăх регистрацийĕн, кадастрĕн тата картографийĕн федераллă службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмарти уйрăмне (Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ, 6-мĕш çурт) заявлени çырса памалла. Вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ асăннă ыйтупа ыйтса çырнипе пирĕн специалистсем палăртнă ял тăрăхне килме те пултараççĕ. Иртнĕ çул Пысăк Енккасси, Аслă Чак ял тăрăхĕсенче пулса граждансене хумхантаракан ыйтусемпе йышăннă. Килтен тухса çÿреймен граждансене те куçман пурлăха регистрацилессипе çыхăннă ыйтусемпе эпир пулăшма яланах хатĕр. Сирĕн 2-15-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла, эпир сирĕн ыйтăва вырăна çитсе туллин тивĕçтерме пултаратпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - халăх ыйтăвне пур енлĕн тата кĕске вăхăтра тивĕçтересси.