АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмах кăмăла çĕклет

04 апреля 2012 г.

Эпĕ район хаçачĕ урлă час-часах хамăн тăвансене, тус-юлташсене саламлатăп. Ял-йыша саламлани те пулнă. Вĕсене пĕтĕм кăмăлтан саламласа çыратăп. Хаçатра пичетленсе тухнă хыççăн, хам ырă тума пултарнишĕн, кăмăлĕсене çĕклеме пултарнишĕн эпĕ те савăнатăп. Ырă ĕç, ырă сăмах кăмăла, чуна уçать.

Саламлакансене те пĕрне те сиктерсе хăвармасăр вулатăп. Ку енĕпе ытларах Мăнçырмасем палăрса тăраççĕ. Кунта ырă кăмăллă çынсем пурăнни куç-кĕретех.

Мĕн канăç памасть-ха мана? Эпĕ икĕ тĕслĕх илсе кăтартатăп. Манăн ĕç сĕтелĕ çинче «Хĕрлĕ ялав» хаçат выртать. Эпĕ кунта икĕ саламлă çыру çинче чарăнса тăрасшăн. Малтанах аслă çынна шута илсе, Эçпепе ялĕнче пурăнакан Григорий Андреевич Андреева 80 çулхи юбилейпе хăйĕн мăшăрĕ, ачисем, кĕрĕвĕсем, кинĕ, мăнукĕсем, тăванĕсем саламланине илсе кăтартатăп. Мĕн тери ырă кăмăлпа, чун-чĕререн, ăшă туйăмпа, çемçе, çип-çуллă сăмахсемпе çырнă. Çырăвĕ те вăрăмах мар, сăвви те пĕр çаврăм анчах, апла пулсан та унăн пурнăçне тĕкĕр çинче куран тейĕн. 11 ачаллă çемьере ÿснĕскер 10 çултах суха ĕçне кÿлĕннĕ, ĕмĕр тăрăшĕнче пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырса тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕпе, Вера Ивановнăпа, 54 çул пĕрле пурăнса 5 ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хуйхи-суйхине те, савнăçне те пĕрле пайланă. «Хаклă çыннăмăр, çак паллă юбилейпе саламласа сана телей тата вуншар çул пурăнма сывлăх сунатпăр», - тенĕ, малалла сăвă. Кунта пур сăмахĕ те кăмăла çĕклентерет, малалла пурăнма вăй-хал парать.

Тепĕр саламлă çырăвне илер-ха. Кунта Карăкçырма ялĕнче çуралнă, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Раиса Ивановна Павловăна 50 çулпа саламлаççĕ. Сăвă йĕркисем те кĕртнĕ. Камсем саламланине те çырнă. Саламланă йĕркесенче те, ыр суннă йĕркесенче те, сăвă йĕркисенче те чун ăшши витĕр курăнса тăрать. Пĕтĕм кăмăлтан, хитре çырнă. Нимĕнле хирĕçлемелли сăмах та тупаймăн, анчах «иртет ĕмĕр - ан кулян» тени 50 çулхи юбиляра пĕрре те вырăнлă мар пек. 50 çула çитнипех ĕмĕр иртет мĕн-ха. Çапах та сан тени те ĕмĕр иртсе пынинех çирĕплетет. Мĕнле кулянмăн кунта. Эпĕ хама 50 çулхи юбилейпе саламланине çапла çырса янине вуланă пулсан çав вăхăтрах йĕрсе янă пулăттăм, хăнасене те пăхаймăттăм. Ытла та чуна хуçать.

Эпĕ ĕнтĕ 70-е те çитрĕм, апла пулсан та ман валли çак йĕркери сăмахсене нихăçан та никам та ан çыртăрччĕ. Çырнинчен çырманни лайăхрах пулĕ маншăн. Кам пĕлет ĕмĕре мĕн чухлĕ пурăнăпăр. Ватă пулсан та Турă панă кашни кунпа савăнатăп. Уява пĕрре ларса çыраймăн. Çавăнпах пулĕ хаçат çине тухнă саламлă çырусенчен хăш-пĕр сăввисем пĕрре çеç мар пичетленеççĕ. Эпĕ çырса янă сăвă 5 çыншăн çуралнă кунпа пичетленчĕ. Апла пулсан 5 çын кăмăллă пулчĕ. Куншăн вара эпĕ хам та савăнатăп.

«Иртет ĕмĕр - ан кулян», - тени те час-час пичетленет. Ăна çамрăк çынсем çыраççĕ пулĕ ĕнтĕ. Çамрăк чухне хама та 50 çул питĕ нумай пек туйăнатчĕ. Ку çур ĕмĕр çеç-ха. Çапла çырса янă пулсан çапла пичетлеççĕ те ĕнтĕ. Ку грамматикăри йăнăш мар-çке. Çакă мана, 70 çитнĕ хĕрарăма çеç йывăр-ши çакна вулама? Кун пирки çырас тесе пĕрре çеç мар алла ручкă тытнă, паян вара, хаçачĕ сĕтел çинчех выртнăран-ши чăтаймарăм çырмасăр. Мана куншăн питех ятламаççĕ пуль тетĕп. Çамрăкранах сăвăсем çырса аппаланнăран саламлă çырусенче сăвăсем пулнине килĕштеретĕп. Хаçата вулама та юлашки страницăран пуçлатăп. Вĕсемпе пĕрле савăнатăп, сăвăсене ырă тăвас тесе çырса ярать-çке-ха кашни çыраканĕ. Малалла тата ытларах пулинччĕ саламлă çырусем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика