АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх ентешренех килет пуль

04 апреля 2012 г.

В.С.Алентей - чăваш халăх писателĕ. Вăрмар район тăрăхĕн чапне çĕклекен.

Пире, Кĕтеснерте пурăнакансене, уйрăмах çывăх вăл. Тăван ялта унăн ячĕпе урам, парк хисепленет, шкулти тăван ен музейĕнче Алентей кĕтесĕ йĕркеленĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсеренех Кĕтеснерти пĕлÿ паракан тĕп шкулта çыравçăна халалласа сăвăсемпе калавсен конкурсĕ иртет. Кăçал та 1-9 классенче вĕренекен ачасен ĕçĕсене жюри членĕсем пăхса тухнă хыççăн шкулта поэзи каçĕ иртрĕ. Тем тĕрлĕ сăвă та янăрарĕ çак каçра. Кашниех илемлĕ сăвăпа тĕлĕнтерчĕ. Кашни ĕç хăйне уйрăм илемлĕ те талантлă. Конкурсантсем сăвă çырас йĕркине пĕлни, чĕлхе тĕлĕшĕнчен пуян та анлă тавракурăмлă пулни палăрчĕ. Уйрăмах кĕçĕн класра вĕренекен ачасем пултарулăхĕ тĕлĕнтерчĕ.

Жюри членĕсем, хăнасем конкурса хутшăннă ĕçсене кашниех хакларĕç, чи пултаруллисене парне парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика