АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çăлтăрсен ушкăнĕн» йăлтăравĕ

04 апреля 2012 г.

Вăрмар енчен «Çăлтăрсен ушкăнĕ» юрăçсен эстрада ансамбльне йĕркеленĕренпе нумай та вăхăт иртмерĕ. 2008 çулта ăна районти Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăхăн ертÿçи Г.Васильев пуçарнă. Ушкăнра республикăн «Çĕнĕ ятсем» конкурсĕнче Гран-при çĕнсе илнĕ Алена Федорова. Вăл чăваш эстрадин çак пысăк конкурсне «Çурта» ятлă юрăпа мала тухрĕ. Çак конкурса хутшăннă Оля Васильева «Кума» юррипе питех те çепĕççĕн юрласа итлекенсен кăмăлне кайса хапăлланипе тивĕçрĕ. Иккĕшĕ те вĕсем «Çĕнĕ ятсем» эстрада ушкăнĕпе пĕрле республикăри нумай-нумай районсенче хăйсен шăпчăк сассипе итлекенсене савăнтарчĕç, пĕлтĕр çулла Çурçĕр Кавказра, Хура тата Азов тинĕсĕ хĕрринчи хуласенче те концертсем парса итлекенсене тыткăна илчĕç. Ессентукки, Пятигорск, Кисловодск хулисенчи санаторисемпе-курортсенче канакансене хăйсен вырăс юррисемпе савăнтарчĕç. Эстрада ансамбльне питех те хапăлласа тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Алена Федоровăпа Оля Васильевăн «Çурта», «Кума» ятлă юррисем час-часах Чăваш радиопа шăранаççĕ. Халĕ Г.Васильев (вăл хăй те «Çăлтăрсен ушкăнĕнче пĕрле юрлать) ертсе пынипе Вăрмар юрă ăстисен ушкăнĕ çĕнĕ программа хатĕрлерĕ. Çĕнĕ проектра юрăсемпе пĕрлех фокус-иллюзи кăтартăвĕсем те пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика