04 апреля 2012 г.
Карăкçырмари клуб умне халăх йышлăн пухăнчĕ. Чи малтанах йĕлтĕрпе ăмăртса чупасси пулчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем чупрĕç. 1-мĕш вырăна В.Алексеев, 2-мĕш вырăна Н.Романов, 3-мĕш вырăна Н.Александров, аслăрах класрисенчен вара 1-мĕш вырăна Н.Гурьев, 2-мĕш вырăна П.Яковлев, 3-мĕш вырăна С.Иванов тухрĕç. Каччăсенчен вара 1-мĕш вырăна А.Романов, 2-мĕш вырăна Н.Ильин, 3-мĕш В.Анатольев тухрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче 1-мĕш вырăнта Т.Алексеева, 2-мĕш вырăнта А.Романова, 3-мĕшĕнче В.Алексеева пулчĕç. Çапла вара чи маттурри, пултарулли В.Алексеев çемйи пулчĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе вĕсем çемйипе пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Йĕлтĕрпе чупса малти вырăнсене тухнисене саламлама хамăр ялти спортсменка, чемпионка Таня Петрова (Архипова) спонсор пулса укçан парса пулăшрĕ.
Малалла вара канат туртасси, шашка-шахматла вылясси, кире пуканĕ йăтасси тата ытти те вăйăсем пулчĕç. Шашка-шахматла выляса Л.Павлова, Н.Павлова малти вырăнсене çĕнсе илчĕç.