АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайĕнче тупăшнă, çакă пулнă ăнăçлă

04 апреля 2012 г.

Çак кунсенче О.Вакин шашка енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ тата Н.Дмитриев СССР спорт мастерĕ Тăвайĕнче çак тăрăхра çуралса ÿснĕ А.Косырев ячĕпе ирттернĕ шашистсен турнирне хутшăннă. Çак ăмăрту хамăр республикăри шашистсене кăна мар, Мари Республикинчи спортсменсене те пуçтарчĕ. Тупăшура пирĕн район спортсменĕсем 3-5-мĕш вырăнсене тухрĕç.

2013 çулта Тăвай районĕнче спортпа сывлăх комплексне хута ярасшăн, çавăнта вара шашка-шахмат клубне çĕнĕ пÿлĕм параççĕ. Халĕ те кунта клуб 6-мĕш çул ăнăçлă ĕçлесе çак спорт енĕпе чылай спортсмена хатĕрлерĕ. Çĕнĕ вырăн хăйĕн хăтлăхĕпе вĕсен пултарулăхĕпе йышне ÿстерме май парĕ. Вăрмарсем те çакăн пек клуб уçас пирки пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ ыйтăва çĕклеççĕ. Уставне те хатĕрленĕ, анчах пĕтĕм ыйту шашка ăстисем валли пÿлĕм тупса парайманни çинче никĕсленет. Шашка-шахмат вăййи ăс-тăна аталантаракан, ăс-тивлĕ пулма пулăшакан спорт вăййисенчен пĕри. Вăрмар районне малалла аталантарас тесен ăс-тăна çамрăклах аталантармалла, çирĕплетмелле.

Хамăр тăрăхăн чысне хăй вăхăтĕнче, халĕ те республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те Кавал ялĕнчен тухнă çак спортсменсем пысăк тÿпе хывнă: республикăри пĕрремĕш СССР спорт мастерĕ А.Фомин (ялти спортсменсем хушшинче 1954-1955 çулсенче чемпион ятне тивĕç пулнă), Ю.Козырев (СССР спорт мастерĕ) пĕр хут Совет Союзĕнче чемпион ятне илнĕ. Вĕсен традицийĕсене пирĕн малаллах тăсасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика