04 апреля 2012 г.
Март уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Хусанти «Акчарлак» ишев бассейнĕнче Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан çамрăк ишевçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ.
Тольятти, Самар, Ижевск, Йошкар-Ола, Киров, Воткинск, Çĕмĕрле, Заинск, Радужный, Набережные Челны, Елабуга, Пермь, Шупашкар, Хусан хулисенчен килнĕ спортсменсем хушшинче пирĕн ентешсем те ăнăçлă тупăшнă. 2001 çулта çуралнă хĕр ачасем хушшинче Н.Чернова пĕрремĕш вырăн йышăннă, аслă çынсем хушшинчи II разряд нормативне пурнăçланă. О.Иванова 9-мĕш вырăна тухнă, аслă çынсем хушшинчи III-мĕш разряда тивĕçнĕ.
Вăрмарсем шывра ишсе республикăра кăна мар, регион шайĕнче те малти вырăнсене тухни «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнипе çыхăннă. Хальччен Вăрмар поселокĕнче шыва кĕмелли йĕркеллĕ вырăнсем пулман, хальхи кермен ишме вĕренме кăна мар, ăмăртусенче çĕнтерме те майсем туса пачĕ. Паян иккĕмĕш, виççĕмĕш разряд нормативĕсене тултарнă çамрăксем ыран кандидат пуласса, спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçласса шанас килет. Ку çапла пулĕ те.